Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалласа Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ иртет. Çавна май Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн сайтĕнче, çав шутра ытти патшалăх пабликĕсенче те, ятарлă баннерсем вырнаçтарнă. Вĕсем тăрăх Раççейре тата Чăваш Енре профильлĕ çулталăк çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулать.

 

Услам тăвасси илĕртет

Интернетра укçа ĕçлесе илме сĕннине ĕненсе Чăваш Енре пурăнакансем çулталăк пуçланнăранпа ултавçăсене 90 миллион тенкĕ патнелле куçарса панă.

Черетлĕ тĕслĕх Канаш округĕнче пулнă — 36 çулти хĕрарăм вырăнти полицирен пулăшу ыйтнă. Хăй каланă тăрăх, ултавçăсем ăна интернет-лавккари таварсен рейтингне ÿстерме хутшăнса хушма тупăш илме сĕнсе илĕртнĕ. Малтан, чăн та, кăштах укçа тÿленĕ. Унтан вара таварсене маркетплейсра туянса пысăкрах услам тума май пурри çинчен каланă — саплаштару тÿлевĕ пулать-мĕн. Хĕрарăм 38 пин тенкĕ куçарнă, анчах çак укçана ăна никам та тавăрса паман.

Улатăрта шкул ачи интернетра укçа ĕçлесе илме ашшĕ-амăшне пулăшасшăн пулнă та - çакă кутăнла кăтартупа çаврăнса тухнă. Унăн телефонĕ çине мессенджерта пĕлтерÿ килнĕ: таварсене рекламăласа укçа ĕçлесе илме сĕнеççĕ. 15 çулти хĕрача аслисемпе канашламасăрах илĕртÿллĕ сĕнÿпе килĕшнĕ. Саккассем илмешкĕн 250 тенкĕ куçарса панă. Анчах ултавçăсем ăна хăйĕн çул çитменнине кура ашшĕ-амăшĕн банк карточкин реквизичĕсем кирлĕ тесе ĕнентернĕ. Телефон çине СМСпа килекен кода та пĕлтерме ыйтнă. Амăшĕ хăйĕн телефонĕ çуккине çĕрле икĕ сехетре асăрханă. Анчах пулас пекки пулнă ĕнтĕ. Хуйха ÿкнĕ хĕрĕ ăна хăй ултавçăсен вăлтине çакланни çинчен пĕлтернĕ. Хĕрарăм хăйĕн карточкисене çийĕнчех блокировка тунă, тÿрех полицирен пулăшу ыйтнă. Анчах преступниксем унăн карточкăсем çинчи 60 пин тенкине вăрлама ĕлкĕрнĕ.

 

Стратеги аталанăвĕ

Аслă экономика канашĕнче тĕрлĕ отрасль стратегине тишкернĕ май пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 2030 çулченхи аталанăвĕн стратегийĕ пулнă. Стратегире палăртакан тĕллевсене Олег Алексеевич чи малтан ĕç хăвăртлăхне ÿстерессинче, рынока хамăрăн таварсемпе тултарассинче, вĕсене пĕтĕм тĕнчипе сутассинче курать. Паллах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин технологисем енĕпе лидер пулас енĕпе лартнă тĕллевсене тÿрре кăларассине те асра тытмалла. Стратегире пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли комплекслă тытăм йĕркелессине палăртнă. Вăл МСП субъекчĕсен акселерацине — васкавлă аталанăвне — тивĕçтерме пулăшĕ. Хăйсен ĕçне пуçарас кăмăллă çынсене бизнес тытса пыма вĕрентмелле, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен институтне аталантармалла, СВО ветеранĕсене предпринимательлĕх сферинче тымар яма пулăшмалла, инвестицисен калăпăшне ÿстермелле, регионти сутуçăсене федераци шайĕнчи маркетплейссенче ĕçлеме явăçтармалла тата ытти те — ку списока чылай тăсма пулать.

 

Ача пăхма пулăшаççĕ

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта çулталăкран пуçласа 3 çула çитичченхи ачасене вăхăтлăх пăхакан ушкăн йĕркеленĕ. Ачасене центрта йышăнасси «Çемье» нацпроектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать, ăна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе йĕркелесе янă. Пирĕн районти çамрăк аннесем ачасене центрта хăварса кунне 4 сехет таранччен хăйсен ытти ĕçĕсемпе ĕçлеме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тÿлевсĕрех хăйĕн пепкине пысăк квалификациллĕ специалистсене шанса парса хăварма пултарать. Унсăр пуçне специалистсене ача пăхма киле те чĕнсе илме пултараççĕ, çак вăхăтра амăшĕ лавккана, больницăна е парикмахер патне кайса килме пултарать.

 

1 килограмм — уйрăмах пысăк виçе

Çĕмĕрлере вара ют çĕршыв гражданинне наркотикăн пысăк партине сутма тăнăшăн айăпласа вăрахлăха ирĕксĕр хăварнă. Сăмах ушкăнпа каварлашса тунă преступлени пирки пырать те — яваплăх çавăнпа та çирĕп. Суд тĕпчевĕ палăртнă тăрăх, Вăтам Азири республикăсенчен пĕрин çынни автомашина тара илнĕ, малтан калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн ăна Мускав облаçĕнчи хуласенчен пĕринче палăртнă вырăнта лартса хăварнă. Тупса палăртман çынсем çав вăхăтра автомобиль багажникне наркотик — пĕр килограмм героин — хунă. Ют çĕршыв гражданинĕн çак груза сутмашкăн Самар облаçне илсе çитермелле пулнă. Анчах çакна тÿрре кăларайман — кăçалхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче М-12 автомагистраль çинче ăна полици тытса чарнă. Машинăна тĕрĕсленĕ май багажникри вăрттăн вырăнта наркотик чĕркĕмне тупнă, туртса илнĕ. Суд патшалăх айăплавçин позицине шута илсе ют çĕршыв гражданинне 8 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çак вăхăта вăл çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.

 

Республика кунĕ

Чăваш Республикин кунне июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртççĕ. Уява 1995 çулта Чăваш Республикине туса хунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ. 2000 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче ку уява патшалăх уявĕ шутне кĕртнĕ. Кашни çул ку уява Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Раççей тулашĕнчен нумай хăна килет. Республика кунĕнче тĕрлĕ культура мероприятисем ирттереççĕ. Республика кунĕ умĕн нумай çĕрте Акатуй иртереççĕ. Республика кунне халалланă чи пысăк мероприятисем шутне «Раççей çăлкуçĕсем», «Регионсем — чикĕсене пăхăнмасăр килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи курав кĕреççĕ.

 

Субсиди парĕç

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви качакапа сурăх ĕрчетекенсене субсиди парассине пĕлтернĕ. Укçана тивĕçес текенсенчен заявкăсене сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă. Документсене сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчи çурçĕрччен парса ĕлкĕрмелле. Субсиди валли пурĕ 2,4 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

 

Демографи лару-тăрăвĕ

2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар районĕнче пурăнакан çынсен йышĕ — 21 863. Çак шутра 6 çулчченхи ачасем — 2 181, 7-17 çулсенчисем — 2 585, 18-29 çулсенчисем — 2 618, 30-60 çулсенчисем — 9 407, 60 çултан аслăраххисем - 4 766, 80 çултан аслăраххисем — 306 çын.

 

Санавиаци пĕлтерĕшĕ пысăк

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырăвĕнче сывлăх сыхлавĕнче санавиаци пĕлтĕрĕшĕ пысăк пулни пирки каланă. Нумаях пулмасть, акă, санавиаци пациента Çĕмĕрле округĕнчен республикăн тĕп хулине илсе çитернĕ. Тухтăрсем пациентăн пуç мимине юн сăрхăннине палăртнă, сиплеме тытăннă. Йывăр чирлисене — медпулăшу хăвăрт памаллисене — округсенчен Шупашкарти больницăсене вертолетпа илсе çитересси «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать.

 

Агрокласс ĕçлет

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи Комплекслă программинче палăртнă тăрăх, ял хуçалăх экономикине аталантарма пысăк квалификациллĕ кадрсене илĕртес тĕллевпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсенче агроклассем хута кайнă. Чăваш патшалăх аграри университечĕпе тачă çыхăнса вĕсене республикăри кашни муниципалитетра тата хуласенче уçнă. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта та агрокласс ĕçлет. Унта пĕлÿ илнĕ выпускниксене — свидетельствăсем, малалла вĕренме Чăваш патшалăх аграри университетне çул тытнă çамрăксене вара стипенди илме сертификат параççĕ.

 

Информаци сехечĕ

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ачасемпе терроризм хăрушлăхĕ пирки информаци сехечĕ ирттернĕ. Ачасем хăйсене терроризм ĕçне хутшăнтарассинчен мĕнле сыхланмаллине пĕлнĕ. Çавăн пекех вĕсене интернет уçлăхĕнчи хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарнă, ют çынсемпе хутшăннă чухне асăрхануллă пулмаллине, кирек мĕнле информацие те тĕрĕслемеллине ăнлантарнă. Иккĕленÿллĕ самантсенче, тĕрлĕ йывăрлăх сиксе тухсан васкавлă службăсен телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмаллине каланă.

 

Явап тыттарнă

Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăк хуралĕн прокуратури организацисем коорпуцие хирĕçле саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, патшалăх служащийĕ пулнă çынпа ĕçлĕ килĕшÿ тусан кун пирки 10 кун хушшинче унăн служба вырăнне пĕлтермелле. Анчах пĕр организаци унччен патшалăх служащийĕ пулнă çынна ĕçе инĕ хыççăн кун пирки ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине пĕлтермен. Çавăнпа организацин должноçри çыннине административлă явап тыттарса 20 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

 

Пурнăçа çăлакан хатĕр

Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, техникăпа çыхăннă пушарсен 80 проценчĕ пурăнмалли çуртсемпе хваттерсенче пулса иртет. Ку вăл вутпа асăрхануллă пулманнипе, электроприборсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснипе çыхăннă.

Пушар тухнине пĕлтерекен хатĕр /пожарный извещатель\ тĕтĕм тухсанах пушар çинчен систерме пултарать. Вăл вăйлă сасă парать, çывăракан çынна вăратать. Çавна май çунакан çĕртен вăхăтра тухма тата хăрушлăх пирки ыттисене пĕлтерме ĕлкĕрме пулать. Пушар тухнине пĕлтерекен хатĕр вырнаçтарни инкекрен хăтăлма пулăшать. Кăçал Раççейре çак хатĕрсем 500-е яхăн çыннăн, пĕлтĕр çак хатĕр ĕçлесе кайнипе 658 çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă.

 

Хевтесĕр ачасене пулăшаççĕ

Хевтесĕр, сусăр ачасене тулли пурнăçпа пурăнма йывăр. Вĕсене кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта реабилитаципе аталану оборудованийĕ тата реабилитаци хатĕрĕсем вăхăтлăх усă курма параççĕ. Хевтесĕр ачасен ашшĕ-амăшĕсем социаллă прокат пунктне пырса килĕшÿ çырма тата хăйсене кирлĕ оборудовани илме пултараççĕ.

 

Патшалăх пулăшăвĕсем — онлайн

Раççейре патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курмалли çĕнĕ формат ĕçе кĕрсе пырать — «пурнăçри пулăмсем» урлă. Ку сервис 17-е яхăн патшалăх пулăшăвне пĕрлештерет, халăхпа патшалăх хутшăнăвĕсене çăмăллатать тата хăвăртлатать. Халĕ çынсен нумай документ хатĕрлесе тĕрлĕ инстанцисем тăрăх çÿремелле мар. Чи анлă сарăлнă сервис — аслă шкула вĕренме кĕме документсене онлайн парасси, унпа 2 миллион ытла çын усă курнă. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухмаллипе, нумай ачаллă çемьесене пулăшассипе, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма заявка парассипе, сунара кайма тата пулă тытма ирĕк илессипе çыхăннă пулăшусем анлă сарăлнă.

 

Хăрушсăрлăх пирки

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн специалисчĕсем ватă çынсен финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессипе ĕçлеççĕ. Центрăн социаллă пулăшăвĕсене килте илсе тăракан ватăсемпе «Асăрханăр, ултавçăсем!» темăпа профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Калаçусен тĕллевĕ — граждансене ултавçăсенчен асăрханма тата хăйсен укçи-тенкине упраса хăварма вĕрентесси. Ултавçăсенчен хÿтĕленес тесен СМС-пĕлтерÿсемпе килекен кодсемпе парольсене, банк карттисен даннăйĕсене никама та каламалла мар. Ют çынсене нихăçан та укçа куçарса памалла мар. Енчен те паллакан çынсен ячĕпе мессенджер урлă укçа ыйтса çыраççĕ пулсан, малтан вĕсен патне шăнкăравласа пĕлмелле. Иккĕленÿллĕ самантсенче банк карттине блокировка тума васкамалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика