
Кашни çулах сентябрĕн 27-мĕшĕнчеРаççейре шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Çак датăна ахальтен суйламан. Шăпах çак кун 1863 çулта Раççейре пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă пулнă. Ачасем ÿссе çитĕнсен мĕнле çын пуласси воспитательсемпе вĕсен пулăшуçисенчен, вĕсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Ачасен пурнăçĕн- чи пĕрремĕш утăмсен никĕсне хывакансем шăпах та воспитательсем пулса тăраççĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕшĕн хăйсен пепкисене пĕрремĕш хут ача садне ярасси çав тери пăлхануллă, çав вăхăтрах яваплă вăхăт. Ачасем ача садне савăнăçпа, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа васкаççĕ пулсан чун-чĕрере лăпкăлăх çуралать. Апла пулсан ачасене кунта килĕшет. Хăйсен кун-çулне ачасемпе ĕçлессине халалланă хĕрарăмсем, ман шутпа, уйрăмах пуян чун-чĕреллĕ, ăш-пиллĕхĕпе тата ырă кăмăл-туйăмпа уйрăлса тăраççĕ. Çакăн пек воспитательсенчен пĕри — Пысăк Енккасси шкулĕн Карăкçырмари шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче воспитатель пулса вăй хуракан Надежда Геннадьевна Александрова.
«Эпĕ хама телейлĕ воспитатель тесе шутлатăп. Хамăн воспитанниксене чунтан юрататăп. Паллах, кашни расна вĕсем. Пĕрисем лара-тăра пĕлмеççĕ, теприсем лăпкăрах. Хăшĕсем яланах савăнăçлă, хăшĕсем тунсăх. Апла пулин те кашни хăйнеевĕрлĕ, кашни хăйне майлă пултаруллă. Ача садĕнчен ÿссе тухса кайсан та хамăн выпускниксен пурнăçĕпе кăсăкланатăп, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп!» - тет Надежда Геннадьевна.
Надежда Геннадьевнăн ĕç стажĕ — 43 çул. Çак ача садĕнче вăл 1991 çултанпа ĕçлет. Çĕмĕрлери педагогика училищинче «Шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ» специальноçпе вĕренсе тухнă. Воспитатель вăл шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен тĕрлĕ енлĕ аталаннă педагог. Ачасемпе пĕрле вĕсен артист та, çĕвĕç те, дизайнер те, художник те пулмалла. Надежда Геннадьевна та çакăн пек воспитатель. Хăйĕн профессийĕнче чунтан тăрăшса вăй хуракан пысăк опытлă ĕçчен, шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ ĕçченĕсен районти ассоциацийĕн ĕçĕнче те активлă хутшăнать. Педагогăн воспитанникĕсем тĕрлĕ шайри пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Ачасен садикри вăхăчĕ усăллă, кăсăклă ирттĕр тесе коллективпа пĕрле паянхи вĕрентÿ методикисене мала хурса чылай ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕсемпе те ăшă çыхăну тытаççĕ ача садĕнче. Аслисем ача садĕнче пулса иртекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ, ача сачĕн пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
