Шăпăрлансем хаваслансах хуравлатчĕç вĕсем çине. Урок вĕçленсен кашни ачан хуравĕсене хакласа отметка лартатчĕ — ытларах «пиллĕк» тата «тăваттă» паллăсем. «Иккĕ» паллă никама та лартмастчĕ. «Ачан кăмăлне хуçмалла мар, енчен те хăш-пĕр ыйту çине ăна хурав пама йывăр пулсан, ун çинчен тĕплĕнрех каласа ăнлантармалла», — тетчĕ хăйĕн юратнă асламăшĕ калакан сăмахĕсемпе. Ялта пурăнакан ача-пăча ăна: «Валя вĕрентекен», — тесе чĕнетчĕ. Аслисем те пурте пĕлетчĕç ун пек каласан кам çинчен сăмах пынă пирки.
Паллах, кĕçĕн çулсенче мĕнле предмет учителĕ пуласси çинчен пĕлмен Валя. Вăл вăхăтра унăн тĕп тĕллевĕ шкулта ĕçлекен учитель пулса ачасене вĕрентессиччĕ. Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне шутлама пуçланă вăл пайăрлă предмет пирки. Пĕр класран тепĕр класа куçса пынăçемĕн унăн чăваш литературипе чĕлхине вĕрентекен пулас ĕмĕт çирĕпленсе пычĕ. Ку ыйтăва татса пама витĕмлĕх кĕртекенни чăвашла çырнă кĕнекесем вулама килĕштерни тата шкулта чăваш чĕлхи учителĕ мĕнле çын пулни ахăртнех пулчĕç пулас. Пĕчĕк Валя шкула кайичченех аванах вулама пĕлетчĕ, унăн ачалăх çулĕсем кĕнекесемпе тата журналсемпе тачă çыхăннă. Кашни çулах вĕсен çемйинче нумай хаçат-журнал çырăнса илетчĕç. Почтальон вĕсем пурăнакан çурт патне çитнĕ-çитменех Валя илсе килнĕ пичетрен тухнă çĕнĕ номерсене киле илсе кĕретчĕ те малтан хаçатсене хăвăрт пăхса тухатчĕ, кайран журналсен кашни страницине пĕрерĕн-пĕрерĕн васкамасăр уçса пăхса тĕплĕн паллашатчĕ. Прозăпа çырнисене те, поэзипе çырнисене те пĕтĕмпех вулатчĕ. Ытларах калавсемпе повеçсем килĕшетчĕç ăна. Вĕсене вулани çамрăк хĕре пурнăç çине анлăрах пăхма, шутлама, тăван халăх историне тарăнрах пĕлме пулăшатчĕç. Сăвăсене вулани чăваш чĕлхин илемне, пуянлăхне, хăватне, кашни сăмахăн пĕлтерĕшне туйма вĕрентетчĕç. Ялти вулавăш çуртне мĕнле çĕнĕ кĕнекесем килнине те хĕрача чи малтан пĕлсе тăратчĕ - чăвашла çырнă пĕр кĕнекене те вуламасăр хăвармастчĕ.
Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсен çамрăк студентсемпе тата чăваш чĕлхи кафедринче ĕçлекен преподавательсемпе тĕлпулу пулса иртнĕччĕ. Ун чухне кафедра пуçлăхĕ Федоров профессор каланă сăмахсем паянхи кунчченех Вальăн пуçĕнче çирĕп сыхланса юлнă: "Хисеплĕ студентсем! Эсир чи телейлĕ специальноç суйласа илнĕ — чăваш литературипе чĕлхине вĕрентекенĕ. Сирĕн анчах патшалăх шайĕнче йышăннă ятарлă уяв пур — Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна Раççей империйĕнчи пĕчĕк шутлă халăхсене вĕрентес тĕллевпе нумай ĕç тунă Иван Яковлевич Яковлев педагога хисеплесе вăл çуралнă кун уявлама палăртнă — апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче. Валентина Васильевна çак куна хăйшĕн анчах мар, çĕр çинче пурăнакан пĕтĕм чăвашсемшĕн чи пĕлтерĕшли тесе шутлать.
х х х
Педагогика университетне пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн тепĕр куннех Валентина Васильевна ячĕпе электрон почти çине çыру çитрĕ: унта вĕрентекен ятне илнĕ пирки салам сăмахĕ тата район администрацине кĕме йыхрав янă иккен. Çырăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич Светлов алă пуснă. Хыпар пирки Валя пĕр тăхтамасăр савакан каччи Тимофей патне кĕсье телефонĕпе шăнкăравларĕ. Вăл компьютерне уçса пăхнă хыççăн çыру унăн ячĕпе те çитнине пĕлтерчĕ, тепĕр икĕ кунтан чĕннĕ çĕре кайса килме сĕнчĕ.
Район администрацийĕнче усăллă калаçу пулса иртрĕ. Николай Николаевич çамрăк вĕрентекенсене чечек çыххисем парса саламланă хыççăн район ĕç-хĕлĕ пирки тата вĕренÿ пайĕнчи лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Вĕрентекенсен хушшинчи кадр политики, шкулсен базине çирĕплетес, ÿссе пыракан ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕç пирки кăсăклă калаçу ирттерчĕ. Калаçăва пуçлăх çапла вĕçлерĕ:
- Ман пата Валентина Васильевнăн тăван ялĕнчи шкул пуçлăхĕ Анисия Антоновна сĕнÿпе тухнăччĕ. Эпĕ ăна çийĕнчех пăхса тухрăм. Ку сĕнĕве тĕппипех ырлатăп. Çавăнпа та Валентина Васильевнăпа Тимофей Анатольевич çамрăк вĕрентекенсене паян ятарлă килĕшÿ тума сĕнетĕп. Мĕнле, килĕшмелле-и?
— Хисеплĕ Николай Николаевич, эпĕ килĕшетĕп, — хыпарларĕ Валя. - Анчах та манăн пĕр сĕнÿ пур: чăваш чĕлхи предмечĕсĕр пуçне психологи кружокне йĕркелесе ярса ăна ертсе пыма ыйтасшăн. Ачасене мĕн пĕчĕкренех ку енĕпе аталантарсан вĕсене пурнăçра сиксе тухакан тĕрлĕ кăткăс ыйтусене татса пама çăмăлтарах пулать.
— Эпĕ те, хисеплĕ Николай Николаевич, ачасене информатика предметне вĕрентме килĕшетĕп, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Тимофей. — Май пулсан, шкулта математика предметне те вĕрентме пултаратăп. Вăтам шкулти аслă классенче тата студент пулнă вăхăтра математикăпа тĕрлĕ олимпиадăсенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннăччĕ, çавăнпа та кăштах опыт пур. Шкулта электронлă дневник йеркелеме пултаратăп. Вăл ашшĕ-амăшĕсемшĕн тата шкул ачисемшĕн çав тери усăллă пулăм. Шупашкар хулинчи хăш-пĕр шкулсенче ăна йĕркеленĕ. Тавах сире, Валентина Васильевнăпа Тимофей Анатольевич, пирĕнпе ĕç килĕшĕвне çирĕплетсе алă пусма кăмăл тунăшăн тата тĕрлĕ кăсăклă çĕнĕ сĕнÿсем панăшăн. Эсир халĕ мĕн каланине пĕтĕмпех ĕç килĕшĕвне кĕртĕпĕр, вĕсем ĕç укçи шайне хăпартма пулăшĕç, — çамрăк вĕрентекенсем пултаруллă специалистсем пулнине туйса илсе савăнăçлă сасăпа каларĕ район пуçлăхĕ.
х х х
Çĕнĕ вĕренÿ çулне Валентина Васильевна çуралса ÿснĕ ялти шкулта пуçларĕ. Халĕ вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул мар ĕнтĕ: ачасен шучĕ чакнипе унăн статусне антарса тăхăр çул вĕренмелли тĕп шкул туса хунă. Паллах, уншăн çамрăк вĕрентекенĕн чунĕ хурланчĕ. Çавна сиссе-ши, шкул ертÿçи Анисия Антоновна çамрăк хĕр патне пырса ăна ăшшăн ыталарĕ:
— Тавах сире, Валентина Всильевна, тăван шкула ĕçлеме килнĕшĕн. Иккĕмĕш хут пысăк тав хăвăнпа пĕрле пирĕн шкула Тимофей Анатольевича илсе килнĕшĕн. Пытармастăп, вăл мана пĕрре курсанах килĕшрĕ. Ман шутпа, сирĕнтен лайăх мăшăр пулать. Çемье çавăрма кăмăллă каччă. Эпĕ савăнсах сирĕн туя пырса чунран тухакан юрăсемпе туй халăхне савăнтарма пултаратăп.
— Пысăк тав сире, Анисия Антоновна, ырă сăмахсемшĕн, пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн. Эпир йывăрлăхран хăрамастпăр, шкулти лару-тăрăва çăмăллатма пĕтĕм ăс-тăна тата вăя парса ĕçлеме хатĕр, — çепĕç сасăпа васкамасăр хуравларĕ Валя.
— Валентина Васильевна, пушă вăхăт тупса ял халăхĕпе ĕçлесси çинчен шухăшласа пăхăр-ха, вĕсемпе тачă çыхăну тытсан пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуç тума пулать, — сĕнчĕ Анисия Антоновна.
— Юрать, кун пирки тĕплĕн шухăшласа пăхатăп. Психологи науки каланă пек, кирек мĕнле ĕç пуçличчен малтан тĕллевне палăртмалла, кайран çав тĕллеве кампа тата мĕнле майпа пурнăçламаллине сÿтсе явмалла, — пĕлтерчĕ Валя.
— Пĕтĕмпех килĕшетĕп эсир каланă сăмахсемпе. Апла пулсан, пирĕн ку ыйтупа çавра сĕтел е диспут ирттермелле, — сĕнчĕ шкул ертÿçи.
— Тĕп-тĕрĕс шухăш, - çĕкленÿллĕ сасăпа каларĕ Валя. — Пулас мероприятине шкулта ĕçлекен пуян опыт пухнă вĕрентекенсене, ялта пурăнакан хисеплĕ те пултаруллă, ача-пăча ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă çемьеллĕ çынсене, район тытăмĕнче ĕçлекен специалистсене, юнашар ялсенчи ку енĕпе витĕмлĕ ĕçлекенсене хутшăнтарсан аванччĕ.
— Эпир санпа, Валентина Васильевна, пурнăç çулĕсене пăхсан пирĕн хушăра вăтăр пилĕк çул пулсан та, пĕр пек шухăшлатпăр, хисеплĕ ĕçтешĕм, — хавхаланса каларĕ Анисия Антоновна.
— Эпĕ мĕн ачаранах хамăн пурнăçа шкулпа çыхăнтарас ĕмĕтпе пурăннă. Пулас ăрăвăн тавракурăмлăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарса усăллă ăс-тăн парса, тăван ялăн экономикипе соцаллă сферине вăйлатас, унта пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллеве пысăк вырăна хурса витĕмлĕ ĕç тăвас килет. Çыннăн телейĕ çавăнта мар-и-ха, пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене, хурапа шурăна лайăх пĕлекен Анисия Антоновна? — шкул ертÿçи çине куçран тÿррĕн пăхса ыйтрĕ Валентина Васильевна.
— Сирĕн сăваплă ĕмĕт, пысăк тĕллев! Эсир, Валентина Васильевна, çулсемпе çамрăк пулсан та питех те ăслă шухăшлатăр. Сирĕнте, çамрăксенче, шкул пуласлăхĕ, ялăн малашнехи пурнăçĕ, — çамрăк вĕрентекен çине юратса пăхса каларĕ çула кайнă шкул ертÿçи.
Ара МИШШИ
