IMG 1532Вăрмар округĕнче маскировка сеткисем çыхакан чи пысăк та паллă пунктсенчен пĕри Кивĕ Вăрмар ялĕнче — пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнă. Пархатарлă ĕçе киввăрмарсем 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче пуçăннă та çак таранчченех пурнăçлаççĕ, пĕр тăхтав тумасăр 3-мĕш çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Паянхи куна 300-е яхăн маскировка сетки çыхнă вĕсем.

Мĕнле пуçласа янă-ха Кивĕ Вăрмарта маскировка сеткисем çыхас ĕçе? Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ялти шкулта ĕçлĕ визитпа пулса халăхпа тĕлпулу ирттернĕ май ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекен ентеш-салтаксене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ыйтăва хускат­нă, çав шутра вĕсене маскировка сеткисем çав тери кирлине палăртнă, Кивĕ Вăрмарта та ку ĕçе йĕркелесе яма чĕнсе каланă. Паллах, ялти активлă çынсем ырă ĕçрен айккинче юлма пултарайман. Çапла пулмасăр, СВОна хутшăнакансем хушшинче Кивĕ Вăрмар салтакĕсем те чылай: мобилизациленĕ çамрăксем те, вăрçа хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем те. Вĕсене пулăшусăр, тĕревсĕр хăвармалла мар.IMG 1539

Каланă — тунă. Ĕçе пуçăниччен унăн майне вĕренмелле. Çак тĕллевпе Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕ Сергей Николаевич Антонов «Ырă ĕçсен фончĕ» волонтерсен ушкăнĕпе çыхăннă. «Ĕç вăрттăнлăхне уçăмлат­нă хыççăн маскировка сетки çыхмалли пĕр­ремĕш йывăç станока ăсталаса лартрăмăр, маскировка сеткисен никĕсĕсене тата лентăсем валли материал илсе килтĕмĕр, — каласа парать Сергей Николаевич. — Унтан киввăрмарсен мессенджерти ушкăнне çырса ял халăхне маскировка сеткисем çыхма йыхравларăмăр. Вера Михайловна Енькова уйрăм çын предпринимателĕн çă­мăл аллипе çынсем сетка çыхма йышлăн çÿреме тытăнчĕç. Вĕсен хушшинче, паллах, СВО участникĕсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем те пур. Çавна май ĕçе темиçе сменăпа йĕркелерĕмĕр. Тивĕçлĕ канурисем ытларах кăнтăрлаччен çÿреççĕ, ĕçлекенсем — ĕç хыççăн. Хальхи вăхăтра 20 ытла çын çÿрет, 2 сменăпа ĕçлетпĕр».

IMG 1536Темиçе станок юнашар лартса 6х12 калăпăшлă вăрăм та сарлака маскировка сеткисем çыхаççĕ киввăрмарсем. Ял халăхĕ тата спонсорсем пулăшнипе маскировка сеткисен никĕсĕсене тата лентăсем валли материалне хăйсен вăйĕ­пе туянаççĕ. Анчах материалне туянни çеç çителĕксĕр, ăна вăрăм лентăсем туса касмалла вĕт-ха. Ку ĕçе пурнăçлама касакан ятарлă станок кирлĕ пулнăран Вăрмар округĕн администрацийĕнчен пулăшу ыйт­нă. Округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев «Аквапром» тулли мар яваплă обществăна заказ парса сетка çыхакансене çакăн пек станокпа тивĕçтернĕ. Ку станокпа киввăрмарсем кăна мар, округри маскировка сетки çыхакан ытти ушкăнсем те усă кураççĕ. Палăртмалла, киввăрмарсем пулăшнипе ытти ялсенче те — Кавалта, Пысăк Енккассинче, Энĕшпуçĕнче, Энтриялĕнче, çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче те — маскировка сетки çыхас ĕçе ăнăçлă йĕркелесе янă.

Маскировка сеткисене пысăк хăвăртлăхпа тата тăрăшуллăн çыхаççĕ киввăрмарсем, талăкра икĕ сетка таран çыхма пултараççĕ. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ кунта. Материала станокпа касса лентăсем хатĕр­леççĕ, унтан ăна алă вĕççĕн, хачăпа, пайăн-па­йăн касаççĕ. Ку ĕçсене С.Антонов, В.Ан­­д­реев, В.Алек­сеев, Р.Илларио­нова, Н.Иванова, Л.Федорова, А.Алек­сеева пурнăçлаççĕ. Сетка çыхакансем вара çак кĕс­ке каснă лентăсене умри саппунĕсем çине тултараç­çĕ те ĕçе пуçăнаççĕ. Кашни маскировка сеткине çыхма пуçланă чухне чи малтан 90-мĕш псалом çырса пичетленĕ лентăна çыхса çирĕплетеççĕ. Хатĕр маскировка сеткисене тĕркесем туса пуçтарса хураççĕ, варрине вара хăйсем çыхнă ăшă чăлха-нуски, ытти япаласем чиксе хăвараççĕ.

Кивĕ Вăрмарта çыхнă маскировка сеткисем çак ял салтакĕсем патне кăна мар, ыттисем патне те ăсанаççĕ. Вăрмар поселокĕнчи, ял тăрăхĕсенчи СВО волонтерĕсем аякри çула тухмассерен кашнинче тиесе каяççĕ вĕсене, мĕншĕн тесен маскировка сеткисем салтаксемшĕн тăшманран хÿтĕленме пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ япала. Хăш чухне вăхăта пăхмасăрах, çĕрлечченех ĕçлеççĕ киввăрмарсем — палăртнă вăхăт тĕлне маскировка сеткисене вĕçлесе волонтерсем урлă парса яма васкаççĕ.

«Питĕ ĕçчен, ырă кăмăллă çынсем пуçтарăннă кунта сетка çыхма. Вĕсенчен ытларахăшĕ малтанхи кунсенченех пĕр сиктерми çÿрет. Пурте вĕсем ăшă сăмахсене кăна тивĕç. Килĕсенче ĕç пур-и, çук-и — сетка çыхассинчен айк­кинче юлмаççĕ. Эпир кунта лăпкă пурăннă вăхăтра салтаксем СВОра мĕнлерех нуша тÿсеççĕ пулĕ! Пирĕн вĕсене çине тăрса пулăшас пулать. Вăрмар округĕнче çын нумай, анчах хăш-пĕр ялсенче çав-çавах маскировка сетки çыхас ĕçе йĕр­келесе ярайман-ха. Кашни ялтах маскировка сетки çыхсан пирĕн салтаксемшĕн вăл çав тери пысăк пулăшу пулĕччĕ», — пăшăрханса калать маскировка сетки çыхакансен ĕçне йĕркелесе пыракан Вера Михайловна Енькова. Хăй вăл çак ĕçе чунтан парăннă çын, маскировка сетки çыхма та хутшăнать, материалне, никĕсне туянса илсе килме те пулăшать, ĕçлекенсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарать.

Маскировка сетки çыхма пу­çăнас текенсене Кивĕ Вăрмар ялĕнче хапăл туса кĕтеççĕ, вĕрентме, пулăшма яланах хатĕр. «Çĕршыв йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтра пурте пĕрле пĕр чăмăрта, пĕрлĕхре пулсан кăна тăшмана çĕнтерме пултаратпăр. Эпир маскировка сеткисем çыхни Çĕнтерĕве тÿпе хыв­ма пулăшасса шанатпăр. Çак кирлĕ япала çар техникине кăна мар, салтаксен пурнăçне те упраса, сыхласа хăварма пулăшать. Кунсерен темиçе сехет ĕçлесен те чылай маскировка сетки çыхма май пур. Ку ĕçе кашниех пурнăçлама пултарать, çăмăл мар саманара никамăн та айккинче юлмалла мар», — теççĕ киввăрмарсем.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика