Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче Гренадерскисен çемйинче 1923 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Ăна Миша тесе чĕннĕ. Çул çитсен ялти, Чăрăшçырмари шкулсене çÿренĕ, 1937 çулта вĕренсе тухнă. Колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта Вăрмарта трактористсене вĕрентсе хатĕрлекен шкула вĕренсе пĕтерет. Колхозра тракторист пулса ĕçлет. 1942 çулта салтака каять. Сталинграда хÿтĕленĕ, тăшманпа çапăçнă. Çапăçура икĕ хутчен разведкăра нимĕç салтакне тытса килнĕ. Çак çапăçура, 1942 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче, суранланнă. Госпитальтен сывалса тухсан, танк çинче ĕçлеме радиста вĕреннĕ. 1943 çулта август вĕçлениччен совет çĕршывĕнчи хуласемпе ялсене ирĕке кăларассишĕн нумай çапăçнă. Брянск хулине ирĕке кăларнă чух аманнă. Кисловодск хулинче госпитальте пулнă. Малалла çапăçма юрăхсăр тесе ăна тăван ялне янă. 1944 çулта тăван ялне таврăннă. Сталинград, Брянск хулисене ирĕке кăларассишĕн çапăçнăшăн икĕ хутчен награда илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл наградăсене ялта илнĕ: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем. Яла килсен мăшăрланнă. Нина Петровнăпа вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вăй çитнĕ таран ялти колхозра вăй хунă. Ферма заведующийĕ те пулса ĕçленĕ. Арăмĕ дояркăра тăрăшнă. Хăйĕн кăмăлĕпе вăл çапла каланă: «Ан пултăр вăрçă! Ачасем, вĕсен ачисем, халăх вăрçă нушине ан курччăр! Мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăнмалла пултăр». 1978 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. 1996 çулта вилнĕ, ăна ялти масар çинче тирпейлесе пытарнă.
х х х
Вениамин Васильевич 1926 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче Василий тата Иустина Гренадерскисен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çиçтĕпери, Чăрăшçырмари шкулсене вĕренсе пĕтернĕ. 1943 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Совет çарне кайнă. Унта вăл Павел Иванович Батов генерал çарĕнче минометчик пулса тăрăшнă. Полк командирĕ – Кривоносов, Фронт командующийĕ К.К.Рокоссовский маршал пулнă. Днепр, Сож, Висла, Отер юханшывĕсене тата çак хуласене ирĕке кăларнă: Гомель, Могилев, Минск, Барановичи, Белостак, Варшава, Познань, Бобруйск, Гданцик, Торуль, Штеттнин, Демин, Градунец, Узловая ст., Кричев ст., Гродно, Берлин. Вăрçă çулĕсем вăрăм та йывăр пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче çĕнтерÿпе Берлина çитнĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунĕ тесе йышăннă. Радио ирех: «Берлин полностью капитулирован», - тесе пĕлтернĕ.
Çĕнтерÿ хыççăн служба малаллах тăсăлнă. 8 çул службăра пулнă хыççăн 1950 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче киле килнĕ. Чугун çул çинче ĕçленĕ. Ялти Галина хĕрпе мăшăрланнă. Вĕсен икĕ ывăл - Рудольф, Николай пулнă. Ачисем аслă пĕлÿллĕ, службăра пулнă. Анчах ачасем вилнĕ. Икĕ мăнук пур, вĕсем аслă пĕлÿллĕ, вĕреннĕ ĕçпе ĕçлеççĕ.
В.В.Гренадерский çак медальсене илме тивĕçлĕ пулнă: «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсем, «Отличный минометчик» кăкăр çине çакмалли паллă, Ĕç ветеранĕ пулнă.
1994 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна ялти масар çинче тирпейлесе пытарнă. Унăн ывăлĕ Николай Вениаминович Гренадерский спорт мастерĕ Вăрмарта та ĕçленĕ. Хĕрĕ Ирина ача-пăча врачĕ, Мускавра ĕçлет. Николай Вениаминович çамрăксене спорта явăçтарнă. Çавăнпа пулĕ спорт ăмăртăвĕсенче çиçтĕпесем малти вырăна тухаççĕ.
Рудольф Вениаминович Гренадерский ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Чĕмпĕрте инженерта ĕçленĕ. Ывăлĕ Эдуард аслă пĕлÿллĕ. Амăшĕпе Чĕмпĕрте пурăнать.
Регина ЕГОРОВА
Çиçтĕпе ялĕ
