Юлашки çулсенче медицина пулăшăвĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ, малалла та çĕкленсе пырĕ – хальччен сыватма пултарайман чирсене те парăнтараççĕ, уйрăм чир-чĕрсен шайĕ те чакса пырать. Çапах та ман пĕр социаллă чир – наркомани çинче кĕскен тепĕр хут чарăнса тăрас килет. Çынна сиплемелли вуншар-вуншар çĕнĕ эмел шутласа кăларнă вăхăтра наркобизнес тĕн­чи аталанса пырать те, пачах урăх пулăмпа - çынна тĕп тăвакан вуншар çĕнĕ наркотик шутласа кăларнипе палăрать. Çĕнĕ «препаратсем» çине уйрăмах çамрăксем питĕ хăвăрт «лараççĕ». Хальччен çакна кичем пурнăçпа - татса паман йывăрлăхсемпе, стреса сирессипе, çĕннине пĕлессипе сăлтавланă пулсан, халĕ тепĕр пулăм та палăрчĕ – экран çинчи «паттăрсенчен», «пурнăçран» юлмалла мар. Çапла кунта телевиденин, социаллă сетьсен витĕмĕ пысăк. Ку медицина ĕçченĕсен компетенцийĕ мар. Çавăнпа та çакăн пек утăм тăвиччен вăл мĕн патне илсе пыма пултарни çинчен тепĕр хут çеç аса илтересшĕн. Наркотиксен сиенĕ çав тери нумай, тĕпрен илсен вĕсем организмăн мĕнпур системине аркатаççĕ, уйрăмах пуç мими, пĕвер, пÿре, чĕре, ар органĕсем сиенленеççĕ. Тăтăшах вена урлă наркотик йышăнакан çынсен пурнăçĕ 6-8 çулпа танлашать, унтан вара пĕвер чăтайманнипе арканать, героин йышăнакан наркомансем циррозпа е чĕрепе чирлеççĕ. Тĕрлĕ чирсене каясси наркотике хăçан, миçе çулта тата мĕнле дозăпа усă курнинчен килет. Чылай чух наркомансем ĕçсе анранă хыççăн шар кураççĕ, синкерлĕ пурнăçпа вилеççĕ, е çакăнаççĕ, е дозировка нумай пулнине чăтаймаççĕ, унăн малашнехи пурнăçĕнче те пĕр тĕллев çеç - доза тупасси. Çавăнпа та суйлăр – пурнăç е вилĕм. Пĕтĕмпех хăвăртан килет.

Вячеслав СЕМЕНОВ, врач-нарколог.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика