IMG 20260422 094432

🇷🇺Пĕтĕм шайри влаçăн тĕллевĕ — пирĕн çĕршывра, пысăк хуласенчен пуçласа пĕчĕк поселоксем таран, пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвасси. Çак кунсенче Мускавра «Малая Родина — сила России» форум пырать. Тĕп хуламăра кашни регионтан муниципаллă служащисем, вырăнти хăйтытăмлăх лидерĕсем, бизнес тата обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнаççĕ — 7 пине яхăн çын. Форум — пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли пысăк лапам пулса тăнă.

Форум шайĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин çĕршыври муниципаллă пĕрлешÿсен представителĕсемпе тĕл пулнă, вĕсем халăхпа чи çывăх тăракан влаç шайĕ пулнине, граждансемпе патшалăха çыхăнтарса тăнине каланă. Историллĕ территорисенче, чикĕ çумĕнчи регионсенче ĕçлекен командăсене уйрăммăн палăртнă: «Вĕсен хăюлăхĕ — пĕтĕм çĕршывшăн ырă тĕслĕх».

Ялсенчи, хуласенчи лару-тăру, çынсен кăмăлĕ вĕсен ыйтăвĕсене оперативлă татса панинчен, вĕсен пуçарулăхне çул уçнинчен килет, тенĕ Президент. «Эпир пурте çĕршыв суверенитетне тата хăрушсăрлăхне çирĕплетессишĕн ĕçлетпĕр, çакна асра тытмалла», — тесе каланă вăл.

«Малая Родина — сила России» форум ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та хутшăнать.
💬«Форум — Раççейшĕн, унăн аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Çакăн пек тĕлпулусем ирттерни вырăнти хăйтытăмлăх никĕсне çирĕплетет, малашне те халăх ырлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме хавхалантарать. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе кăçалхи çула çĕршывра Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă, çавна май пирĕн пĕр тĕллев — пĕрлĕхре пулмалла. Пĕрлĕхре пулсан малта пырăпăр, мĕн шутланине пурнăçлăпăр. Раççейре те, пирĕн тăван Чăваш Енре тата Вăрмар тăрăхĕнче те çынсем патшалăхăн пулăшăвне тата тимлĕхне туйса тăччăр — ку вăл пирĕн пĕрлехи задача», — хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Василий Викторович.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика