photo 2024 05 15 10 36 52 3

🌾Паянхи кун Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача сачĕн историйĕнче паллă пулăмпа асра юлĕ. Кунта савăнăçлă лару-тăрура агролаборатори уçăлчĕ.

💥Мероприятие ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — АПК аталанăвĕн тата экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зорин тата Леонид Пронин хутшăнчĕç.

👍Ача садĕнче агролаборатори йĕркелеме хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.А. Иванов, уйрăм çын предпринимательсем А.Г.Николаев, А.А.Филиппов пулăшнă. Пысăк тав вĕсене», — палăртрĕ ача сачĕн заведующийĕ Марина Петрова.

🌱Агролабораторие хальхи йышши оборудованипе, инструментсемпе тивĕçтернĕ. Кунта ачасем тĕрлĕ ÿсентăран (урпа, тулă, сĕлĕ, пăрçа, ыраш, горчица, фасоль, çĕр улми, сухан, пăрăç, ешĕл çимĕç, чечексем) лартса çитĕнтереççĕ, вĕсем мĕнле ÿснине сăнаççĕ, тĕпчеççĕ.

☘Ÿсентăран пăхса çитĕнтерни ачасене экологи енчен тĕрĕс воспитани пама пулăшать, вĕсем çĕр ĕçне хăнăхаççĕ, аграрисен ĕçне хисеплеме вĕренеççĕ. Агролаборатори уçни Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкра уйрăмах актуаллă.

🌳Паллă пулăм ячĕпе мероприяти хăнисем агролабораторинче юман йывăççин вăррине — йĕкелсем лартса хăварчĕç. Ачасем вĕсене тÿрĕ кăмăлпа пăхса çитĕнтерме сăмах пачĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика