Майăн 9-мĕшĕнчи Аслă Çĕнтерÿ кунĕ — ахаль уяв кăна мар, вăл совет халăхĕн манăçми паттăр ĕçĕн чĕрĕ астăвăмĕ. Раççейшĕн Майăн 9-мĕшĕ наци мăнаçлăхĕ пулса тăнă. Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитрĕ. Пĕтĕм çĕршыв, çав шутра Чăваш Республики те, çак пысăк пулăма анлăн паллă турĕ.
Мирлĕ тÿпешĕн пуçăмăрсене таятпăр
Шупашкарта уяв кунĕ Мухтав Монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунинчен пуçланнă. «Çĕнтерÿ» Астăвăм комплексĕнче иртнĕ пысăк мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçă участникĕсен тăлăх мăшăрĕсем, тыл ĕçченĕсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата ыттисем те — пурĕ 5 пин ытла çын — хутшăннă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкарти Республика лапамĕнче уяв парачĕ иртнĕ. Унта 700 ытла çын хутшăннă. Куракансен умĕнчен 75 единица çар техники иртнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене, республикăра пурăнакансене тата хăнасене, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланă. «80 çул каялла пурте чăтăмсăррăн кĕтнĕ «Çĕнтерÿ» сăмах янăранă. Совет халăхĕ фашистла Германие хирĕç 1418 кун харсăррăн çапăçнă. 27 млн совет çыннин, çав шутра чăвашсен те, пурнăçĕ татăлнă. 208 пин пирĕн ентеш фронта тухса кайнă, 105 пин ытларахăшĕ тăван тăрăха таврăнайман. 54 пин çынна тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Пирĕн вĕсене пурне те яланах асра тытмалла. Таймапуç пирĕн ветерансене, пирĕн Çĕнтерÿшĕн çапăçнă мĕнпур çынна», — тенĕ Олег Алексеевич.
Çĕнтерÿ Парачĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акци пулнă. Унта хутшăннă 30 пин ытла çынпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та утнă. «Пирĕн паттăрсен ячĕсене астăвăмра ĕмĕрлĕхе упраса хăварăпăр, çак астăвăма ăруран ăрăва куçарса пырăпăр. Вĕсен паттăр ĕçне пула ирĕклĕ çĕршывра пурăнатпăр эпир», — палăртнă вăл.
Каçхине Хĕрлĕ лапамра уяв концерчĕ иртнĕ. Куракансем СВО участникĕсен мăшăрĕсемпе амăшĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрланине уйрăмах хапăл туса йышăннă. Уяв мероприятийĕсем салютпа вĕçленнĕ.
Кашни паттăрăн ячĕ асра
Вăрмар округĕнче пурăнакансем те Аслă Çĕнтерÿ кунне чаплă лару-тăрура паллă турĕç. Унчченхи çулсенчи пекех фонтан çумĕнче Вăрмар райповĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ «Çар кухни» ĕçлерĕ. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕсемпе воспитанникĕсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарчĕç, «Çĕнтерĕве ÿкеретпĕр» арт-площадка тата Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă пултарулăх ĕçĕсен куравĕ халăха хăйсен патне илĕртрĕç. Ленин урамĕпе вăрçă çулĕсенчи техникăна сăнлакан автомашинăсен колонни мăнаçлăн чупса иртрĕ.
Кăçалхипе иккĕмĕш хут ĕнтĕ Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче торжествăлла мероприяти пулчĕ. Унта Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, шкул директорĕ Константин Васильев, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Питех те шел, Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче кăçал тата 3 ят хушăннă. Ку вăл: Евгений Эдуардович Константинов сержант, Алексей Владимирович Григорьев ефрейтор, Альберт Валерьевич Петров гварди майорĕ. Виççĕшĕ те ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ...
«Пирĕн салтаксем хăйсен чун хăватне, патриотлăхне тата Тăван çĕршыва парăннине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пачĕç», — палăртрĕ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев. «Шкул хăйĕн паттăр вĕренекенĕсене яланах асра тытĕ тата вĕсемпе мухтанса тăрĕ, çамрăк ăрăва вĕсене тивĕçлĕ çитĕнтерессишĕн тăрăшăпăр», — терĕ шкул директорĕ Константин Васильев. Ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă салтаксен тăванĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен чун ыратăвне уçса парса пурне те вĕсене манманшăн тав турĕç.
Юлашкинчен Аллейăри асăну хăмисем çинчи кашни паттăрăн ятне тепĕр хутчен каласа тухрĕç, кашнин умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Вăрçă историйĕ ĕмĕр упранĕ
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче яваплă çынсем «Урмарытеплосеть» МУП çурчĕ çинче вырнаçнă Совет Союзĕн Геройне А.С.Казакова тата Мухтав орденĕн виçĕ хутчен кавалерне П.П.Порфирьева халалланă Асăну хăмисем тата поликлиника стени çинчи Асăну хăми умне чĕрери чи аслă туйăмсемпе чĕрĕ чечексем хучĕç.
Тĕп поликлиника çурчĕ умĕнчи вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче районта пурăнакансем фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă. Вăрçă çулĕсенче кунта райвоенкомат пулнă. Официаллă çăлкуçсенче çырнă тăрăх, Вăрмар районĕнчен фронта 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2759 çын кăна таврăннă. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, «Урмарытеплосеть» МУП директорĕ Виктор Павлов, Вăрмарти тĕп больницăн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева тата ыттисем те пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламласа пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ кашни паттăрăн ятне асра тытмаллине палăртрĕç.
Малалла Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă Вăрмар поселокĕнчи шкулти вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисене асăнса лартнă палăк умĕнче кашни çулах пулакан торжествăлла мероприяти иртрĕ. Яваплă çынсем пухăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă историне улăштарма памалла маррине, ăна куç пек упрамаллине каларĕç. Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Михайловна Чернова та палăк умне тухса хĕç-пăшал тытма тивнĕ педагогсен, Вăрмар шкулĕнчен вĕренсе тухнă выпускниксен паттăрлăхне, вĕсем Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулнине, хăйсене шеллемесĕр фашистсене хирĕç тăнине палăртрĕ. Яваплă çынсем, организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, шкул ачисем, вĕрентекенсем, ача сачĕсен ĕçченĕсем пире Çĕнтерÿ парнеленĕ паттăрсене, ветерансене чысласа асăну палăкĕ умне гирлянда, чĕрĕ чечексем хучĕç.
Çĕнтерÿшĕн тавах!
10.00 сехетре Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче митинг пуçланчĕ. Василий Шигильдеев вăрмарсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе хăй ятĕнчен, хăйĕн çемйи тата администраци ячĕпе чĕререн саламларĕ: «Майăн 9-мĕшĕ – наци мухтавĕ тата пирĕн халăхăмăрăн пысăк паттăрлăхĕ. Çулсем иртеççĕ, ăру хыççăн ăру килет, анчах та Аслă Çĕнтерÿ яланах чи пĕлтерĕшлĕ те чи çутă уяв пирĕншĕн. Кашни çулах ăна паллă тунă чухне эпир çак Çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн мĕнле хака кайса ларни çинчен калатпăр, паттăрлăха яланах асра тытатпăр. Çак кун эпир çĕнтерÿçĕсем умĕнче пуç таятпăр. Паянхи кун пурăнакан вăрçă участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене Çĕнтерĕве тÿпе хывнăшăн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн, вĕренме, юратма, пурнăçпа савăнма май туса панăшăн тав! Паянхи кун пирĕн районта çак хăрушă вăрçăн пĕртен-пĕр участникĕ кăна пурăнать. Аслă Отечественнăй вăрçă салтакĕсен мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем халĕ хăйсен кукашшĕсен паттăрла çулĕпе пырса нацизма хирĕç тăраççĕ, йывăр задачăсене пурнăçлаççĕ. СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисем социаллă хÿтлĕхре, тимлĕхре пулнине шанса тăма пултараççĕ паянхи кун. СВО-ра пуçĕсене хунă ентешсен çутă астăвăмĕ умĕнче эпир пуç таятпăр, вĕсен тăванĕсемпе пĕрле вĕсен хуйхине пĕрле пайлатпăр. Çак çурхи ăшă кун кашнин чун-чĕри Тăван çĕршыв умĕнчи мухтавпа тулли пултăр». Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн представителĕ Владимир Григорьев, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей саламларĕç. Тăван çĕршывшăн паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă салтаксене Аслă Çĕнтерÿшĕн тав туса Вăрмарти шкулта 11 В класра вĕренекен Дмитрий Николаев, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Федор Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур Батраков сăмах тухса каларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче пуçне хунă салтаксен ячĕпе шăплăх минучĕ иртрĕ. Яваплă çынсем, предприяти-организаци ĕçченĕсем, тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă ветерансем тата ыттисем те палăк умне чечексем, кăшăлсем хучĕç.
Çамрăксен патриотлăхĕ куç умĕнче
Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи торжествăлла мероприяти хыççăн тĕп площадьре çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ.
Вăрмарти культура аталанăвĕн центрĕ енче çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем тăрса тухрĕç, куракансем те йышлăн пулчĕç. Округри шкулсенче, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — ушкăнăн-ушкăнăн стройпа утса тухса çынсен умне вырнаçса тăчĕç, Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хатĕрри çинчен рапортларĕç.
Çулсеренхи пекех тĕп площаде Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерÿ ялавĕсене çĕклесе кĕчĕç. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа, вăрçă тата тыл паттăрĕсене асăнса çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе ушкăнăн-ушкăнăн утрĕç. Шкул ачисемпе пĕрле кăçал пĕрремĕш хут чикĕ сыхлакан çарсен Вăрмар округĕнчи ветеранĕсем те утрĕç. Парада хутшăнакансен илемлĕ тумĕсем куçа илĕртрĕç, вĕсен çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Пĕри тепринчен хастар. Чикĕ сыхлакан çарсен Вăрмар округĕнчи ветеранĕсене те, çамрăк армеецсен кашни ушкăнне те хавхалантарса тĕрлĕ номинацисенче грамотăсемпе наградăларĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăк армеецсене тав турĕ, малашне те патриотла туйăмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă паттăрсене яланах асра тытма сунчĕ.
Çамрăк армеецсен парачĕ вĕçленсен тĕп площадьри сцена çине ачасем тухса концерт лартса пачĕç, патриотла юрăсем юрларĕç. Каçхине те уяв концерчĕ пулчĕ — аслисем валли. Шăп та лăп 22 сехетре вара вăрмарсем мăнаçлă салют курма пултарчĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/13386-asl-c-nter-kun-natsi-m-nacl-kh#sigProIdb215ab8521
Ирина ДАНИЛОВА, Эвелина МИХАЙЛОВА
