Регионăн Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Чăваш Енĕн строительство отраслĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн Стратегийĕпе паллаштарнă. Ăна Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн Программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Стратеги презентацине пуçланă май ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов республикăри строительсене тата отрасль ветеранĕсене професси уявĕпе саламласа хăйсен ĕçне чунтан парăннăшăн тав тунă. «Эсир — чăн-чăн ăстасем. Эсир тăрăшнипе хуласем ÿсеççĕ, вĕсен сăн-сăпачĕ улшăнать, пысăк проектсем пурнăçланаççĕ, çĕнĕ объектсем хăпараççĕ, Чăваш Енре пурăнакансен валли условисем хăтлăланаççĕ. Сирĕн ĕçĕр — пирĕн республикăн çирĕплĕхĕпе аталанăвĕн никĕсĕ», — тенĕ вăл.
Министр регионти строительство комплексĕн иртнĕ пилĕкçуллăхри тĕп çитĕнĕвĕсене палăртнă. Халăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе Чăваш Ен Атăлçи федераллă округĕнче 3-мĕш вырăна тухнă /кăтарту — пĕр çын пуçне 32,6 тăваткал метр\. Пилĕк çул хушшинче 3,7 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси — 2,2 хут, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси — 3,4 хут ÿснĕ. Авариллĕ 47 çуртран пин ытла çынна палăртнинчен маларах куçарнă.
Хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе республика Атăлçире 4-мĕш, çĕршывра 15-мĕш вырăнта тăрать. 2020 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсен тата обществăлла вырăнсен 1316 территорине хăтлăлатнă. Коммуналлă инфратытăма активлă çĕнетнине пула шыв пăрăхĕсен сечĕсем кивелнин шайĕ пилĕк çул хушшинче 71,9 процентран 61,8 процент таран чакнă. Ĕçмелли таса шывпа тивĕçтернĕ çынсен пайĕ 13,6 процент ÿснĕ. Халăха газпа тивĕçтерессипе вара Чăваш Ен Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать.
Строительство отраслĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн Стратегийĕн задачисем анлă. Çав шутра: халăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес кăтартăва пĕр çын пуçне 36,4 тăваткал метр таран ÿстересси, çурт-йĕр фондне 22 процент çĕнетесси, регионти тĕп ял-хуласенче пурăнмалли хутлăх пахалăхне 33,9 процент лайăхлатасси, 160 пин çын валли коммуналлă инфратытăма çĕнетесси тата пулăшусен пахалăхне лайăхлатасси, строительствăра тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра энергетикăпа запассен эффективлăхĕн ÿсĕмне тивĕçтересси.
Асăннă тĕллевсене пурнăçлама пилĕк çул хушшинче 5,6 млн тăваткал метр çурт-йĕр хута яма планланă. Стратеги тăрăх, территорисен комплекслă аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçламалла. Нумай ачаллă çемьесене паракан çĕр лаптăкĕсем çинче çуртсен строительстви пурнăçлантăр тесе кирлĕ инфратытăмпа тивĕçтересси малти вырăна тухать. Пĕтĕмĕшле, 6 пин ытла çемьене, çав шутра тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ кÿрĕç.
Коммуналлă инфратытăма çĕнетес шайра пĕчĕк ял-хуласенче шывпа тивĕçтерекен 125 пысăк объектăн строительствине пурнăçламалла тата çĕнетмелле, Шупашкарта шыв тасатакан «Заовражная» станцие реконструкцилемелле. 9 муниципаллă округра ăшă сечĕсен 26 проекчĕн, 10 округра 38 газ котельнăйĕн строительствине пурнăçламалла тата ытти те.
Стратегие пурнăçлани Чăваш Енри строительство калăпăшне 17 процент ÿстерме пулăшĕ. Бюджетăн мĕнпур шайне кĕрекен налук укçи 35,4 млрд тенкĕ ÿсĕ, строительство отрасльне кĕрекен инвестицисем 15 процент ÿсĕç.
Документа сÿтсе явнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах илнĕ. «Патшалăх тата отрасль тачă çыхăнура ĕçлесен мĕн шутланине пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарăпăрах. Строительство отраслĕн кашни енĕпе аталану çул-йĕрне палăртнă Стратеги хатĕрлени умри тĕллевсене пурнăçлама май парĕ, Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн интересĕсемшĕн ĕçлеме пулăшĕ», — пĕтĕмлетнĕ вăл.
ЧР влаç органĕсен порталĕнчен
