Вăрман хуҫалăхĕн тата вăрман промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире пĕтĕм чунтан Вăрман ĕҫченĕсен кунĕпе саламлатăп!

Ҫак уява ҫут ҫанталăка хисеплекен пĕтĕм ҫын паллă тăвать. Пирĕн вăрмансем – ҫут ҫанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, республикăн халăх хуҫалăхĕн тĕп сыпăкĕ, пулас ăрусен экологи ырлăхĕн никĕсĕ.

Вăрмансемпе тухăҫлă усă курасси тата вăрман ресурсĕсене ҫĕнетсе пырасси «Экологи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсем шутланаҫҫĕ. «Вăрмансене сыхласси» наци проектне ĕҫе кĕртнĕ май вăрмансене сыхлама, каснă тата хăрнă йывăҫсен вырăнне ҫĕннисене лартма май паракан мероприятисене малашне те йĕркелĕпĕр. Пысăк ҫак проектсене ăнăҫлă пурнăҫласси сирĕн – вăрман хуҫалăхĕн ĕҫченĕсен – ăсталăхĕнчен тата яваплăхĕнчен нумай килет.

Отрасльте тăрăшакансене тата ветерансене юратнă ĕҫе чунпа парăннăшăн тав тăватăп. Тăван тăрăхри ҫут ҫанталăка юратни пире аслă ăрусем халалланă пысăк пуянлăха упраса хăварма, малашне ăна тата та вăйлатса пыма май парасса шанса тăратăп.

Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсем, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме, телей, ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                              Михаил Игнатьев 

 

Уважаемые труженики и ветераны лесного хозяйства и лесной промышленности!

От всей души поздравляю вас с Днем работников леса!

Этот праздник отмечают все, кто с трепетом и уважением относится к природе. Наши леса – самое ценное природное богатство, важнейшая составляющая народного хозяйства республики, залог экологического благополучия будущих поколений.

Рациональное использование и своевременное возобновление лесных ресурсов являются важнейшими задачами национального проекта «Экология». В рамках реализации регионального проекта «Сохранение лесов» в Чувашии мы с вами продолжим мероприятия, которые позволят сохранить наши леса, восстановить вырубленные и погибшие лесные насаждения. Эффективное выполнение этих масштабных проектов во многом зависит от профессионализма и ответственности вас – работников лесного хозяйства.

Выражаю глубокую признательность всем труженикам и ветеранам отрасли за самоотверженный труд и преданность любимому делу. Уверен, что, относясь с любовью к природе родного края, вместе мы сохраним и приумножим бесценное наследие, доставшееся нам от предков.

Желаю вам крепкого здоровья, больших успехов в работе, достижения всех поставленных целей, счастья, добра и благополучия!

Глава Чувашской Республики                              Михаил Игнатьев        

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика