sel

Вăрмарти Культура çурчĕ илем, ăс-тăн тата пултарулăх центрĕ пулса тăчĕ. Кунта асра юлмалли концерт иртрĕ, уявăн тĕп сăнарĕсем — пирĕн хаклă ял хĕрарăмĕсем пулчĕç. Мероприятин уйрăмах паллă пайĕ — пирĕн ăстаçă хĕрарăмсем хатĕрленĕ курав пулчĕ. Пирĕн тăрăхри ялсенче халăх ремеслисемпе культура йăли-йĕркисене еплерех типтерлĕн упранине кăтартса пачĕ экспозици. Хăнасем хăйне евĕрлĕ экспонатсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Кураври ĕçсене чылайăшне шăпах уява çак кун хутшăннă ял хĕрарăмĕсем тунă.

Мероприятие хутшăнакан ял управçисем умĕнче хавхалану тата тав сăмахĕсемпе Вăрмар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова, округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Ефимов, ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Ирина Алексеева, ветерансен Канашĕн районти председателĕ Людмила Голубева сцена çине тухса калаçрĕç. Хăнасем ял хĕрарăмĕсем çирĕп, вăйлă пулнине, кил вучахне упраса çумри çывăх çыннисене хавхалантарма пултарнине палăртрĕç.

Округ активисчĕсене уйрăмах тимлĕх уйăрчĕç, вĕсене ырми-канми ĕçĕшĕн, тăрăшуллă пулнăшăн наградăсемпе чысларĕç. Чи лайăх парне вырăнĕнче вара чуна пырса тивекен, кăмăла çĕклекен юрăсем пулчĕç.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика