Çанталăк типĕ тăнă чухне Вăрмар округĕнче çĕр улми кăларас ĕç малалла пырать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх, регионта кăçал çĕр улмине 4050 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле, çав шутра Вăрмар тăрăхĕнче — 400,7 гектар çинчен.IMG 9653

Тикаш ялĕнчи Дмитрий Александрович Кабаков уйрăм çын предпринимателĕн хуçалăхĕнче те çак кунсенче ĕç вĕресе тăрать — 4,5 гектар çинчен «Гала» сортлă çĕр улмине кăлараççĕ.

Дмитрий Александрович /сăн ÿкерчĕк çинче\ çамрăк пулин те хăйĕн çине илнĕ тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа тата яваплăн пурнăçлать. Вăл 2000 çулта çак ялтах — Тикашра — Светлана Владимировнăпа Александр Николаевич Кабаковсен çемйинче çуралса ÿснĕ, шкул хыççăн Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче, унтан Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Çемьеленнĕ — Вероника Дмитриевнăпа мăшăрланса Яна ятлă хĕрачана кун çути парнеленĕ.

Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе Дмитрий Александрович хăй те, унăн аппăшĕ Елена Александровна та мĕн ачаран ĕç еннелле туртăнса çитĕннĕ. Кабаковсем нумай çул пахчаçимĕç, улма-çырла, чечексем, ешĕл çимĕç, тĕрлĕ калча ÿстерсе вырнаçтараççĕ. Çавăнпа Дмитрий Александрович пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шутланинчен тĕлĕнмелли çук. 2023 çулта вăл харпăр хăй çине ĕçлекен пулса регистрациленнĕ, 2024 çулта предпринимательлĕх ĕçне кÿлĕннĕ.

Паллах, хуçалăхне аталантарассишĕн пĕтĕм çемйипех, туслă йышпа вăй хураççĕ Кабаковсем. Паянхи кун 9 гектар çинче акса-туса илеççĕ, унсăр пуçне виçĕ пысăк теплица вĕсен. Техники те хăйсенех — МТЗ-82 трактор, унпа пĕрлех — çĕр çинче ĕçлемелли тĕр­лĕ-тĕрлĕ оборудовани.

Çĕр улми кăлараççĕ тенĕрен, тăванĕсемпе юлташĕсем те пулăшма тухаççĕ Кабаковсене. Эпир пынă кун ял çумĕнчи лаптăкра 10 çын таран тăрăшатчĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/. Лидия Ильина, Елена Васильева, Людмила Кабакова, Раиса Сергеева, Нина Егорова, Нина Иванова, Василий Иванов, Альбина Казакова, Владимир Матвеев, Владимир Сергеев шултра çĕр улмине уйрăм, вăрлăхне уйрăм пуçтарса сеткăсем çине тултарса пыратчĕç. «Пурте хастар ĕçлеççĕ, аллисем вăр-вар, çавăнпа ĕçĕ те хăвăрт пулса пырать, — мухтаса каларĕ çĕр улми пуçтаракансем пирки Дмитрий Александрович. — Тухăçĕ аван. Вăрлăхне хранилищĕне хурса пыратпăр, шултрине сутса вырнаçтаратпăр, ку тĕллевпе ытларах Хусана çÿретпĕр».

IMG 9656Çĕр улми кăна кăлармалла мар хуçалăхра. Черет­ре — кишĕр, хĕрлĕ кăшман, купăста... Ĕçчен çемьере пĕ­тĕм­пех ĕлкĕреççĕ, çанталăкĕ кăна ура ан хутăр.

Сăмаха май, Дмитрий Александрович пĕлтĕр регионта иртнĕ «Чи лайăх пахчаçимĕç ÿстерекен» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, хă­йĕн пултарулăхне республика шайĕнче çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх ĕçĕнчи ăсталăхне татах ÿстерес кăмăллă вăл, Чă­ваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕрсе ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илес тĕллев пуррине пĕлтерчĕ. Апла ăнăçу сунар çамрăк предпринимателе!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика