fca2e55b a207 4776 a99a 6ab15b84e584

Чăн-чăн тыл — вăл ахаль сăмахсем мар, ку вăл пирĕн пĕрлехи Çĕнтерÿшĕн кунран-кун пурнăçланакан çăмăл мар ĕç. Энĕшпуç волонтерĕсем те пархатарлă ĕçе туслă йышпа кÿлĕнсе ялти культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхаççĕ.

Çак кунсенче Энĕшпуçĕнчи культура çуртĕнче волонтерсемшĕн хумхануллă пулăм пулса иртрĕ. Вĕсен патне визитпа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăрусен па­йĕн начальникĕ Юрий Николаевич Ефимов килсе çитрĕ. Вăл пысăк та хисеплĕ тивĕçе пурнăçларĕ — активистсемпе волонтерсене Раççей ветеранĕсен Союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ ячĕпе грамотăсемпе чысларĕ.

Çак пысăк награда Энĕшпуç ялĕнче пурăнакансен тĕлĕнмелле пĕрлĕхне, ыркăмăллăхне, вĕри чĕрисене çирĕплетнипе тан. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах вырăнти культура çурчĕ ырă ĕçсен штабĕ пулса тăнă. Ĕç чарăнмасть кунта: ял халăхĕ пĕр чăмăрта маскировка сеткисем çыхать, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарать.

Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн командине тата ялта пурăнакан ырă чун-чĕреллĕ çынсене грамотăсене тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр! Сирĕн ĕçĕр — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн çирĕп тĕрев.

Екатерина ЮСУПОВА,

Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика