e4cd1a54 9a47 455c 9262 d5b1f0422d23Роман Сапаркин Вăрмарти «Легион» футбол командин хапхаçи пулнă. Çавăн пекех вăл — самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерсе пьедестал çине пĕрре мар хăпарнă. Анчах халĕ вăл пурнăçне спортпа мар, çарпа çыхăнтарнă. Февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче, çуралнăскер 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнченпе — ятарлă çар операцийĕнче.

Спортра та, çарта та çирĕп­лĕх, тÿсĕмлĕх, дисциплина, йĕркене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Роман шăпах çак енсемпе палăрса тăрать. Вăл Вăрмарта çуралса ÿснĕ, поселокри Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ăс пухнă. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă, спортра та яланах малтисен ретĕнче. Медальсемпе кубоксен, дипломсемпе грамотăсен шучĕ те çук. Амăшĕ Олеся Алексеевна вĕсене пуçтарса пырса типтерлĕн упрать. Роман ачаранах техника патнелле те туртăннă. Шкул пĕтерсенех Хусанти автошкулта водитель правине илнĕ, экзамена пĕрремĕш хутранах ăнăçлă тытнă. Хăй ĕçлесе илнĕ укçапа çăмăл машина туяннă.

2022 çулхи ноябрь уйăхĕнче Роман салтак атти тăхăннă, Мари Элта стратеги тĕллевĕллĕ ракета çарĕсенче рядовой пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Çур çултан вара РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çарĕсенче службăра юлма контракт алă пуснă. Кун пирки вăл амăшне тÿрех каламан, пăшăрхантарас темен. СВОна хутшăнасси пирки те тухса кайма вăхăт çывхарсан кăна пĕлтернĕ. Олеся Алексеевнăн чунĕ вăркасан та ывăлĕн йышăнăвĕпе çырлахма тивнĕ.

Хальхи вăхăтра Роман мотострелоксен батальонĕнче ефрейтор званийĕнче службăра тăрать. Амăшĕ патне çар чаçĕн команди­рĕн­чен Тав çырăвĕ те килнĕ. Унта Роман Вадимович ытти салтака пĕтĕм енчен ырă тĕслĕх кăтартнине, çирĕп кăмăлпа, яваплăхпа, хăюлăхпа палăрнине, командовани ăна шаннине, юлташĕсем хисепленине çырнă. Паллах, ку сăмахсем амăшĕшĕн те, кукамăшĕшĕн Любовь Алексеевнăшăн та питĕ паха. Çавăн пекех Романа «Çарти паттăрлăхшăн» I тата II степеньлĕ медальсемпе наградăланă.

Вăрмар округĕн волонтерĕсем СВОри ентешĕсене яланах пулăшаççĕ. Романа та вĕсем тимлĕхсĕр хăварман. Салтак патĕнче темиçе хутчен те пулса кирлĕ япаласемпе, маскировка сеткисемпе, дронран хÿтĕлемелли плащсемпе тивĕçтернĕ.

«Ырă кăмăллă çынсене, волонтерсене, юлташсемпе тăвансене ывăлăма, ытти салтака пулăшнăшăн тавах, — тет Олеся Алексеевна. — Ĕçпе те, ăшă сăмахпа та тĕрев пани вĕсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ». Паллах, амăшĕн чĕри ывăлĕшĕн вутри пек çунать. Малтанхи кунсенче куççуль сахал мар тăкнă вăл, халĕ хăйне алла илнĕ. «Пуç усмалла мар, лайăххи çинчен шухăшламалла. Пурнăç çулĕ çинче тем тĕрлĕ тĕрĕслев те пулать, вĕсем витĕр тивĕçлĕн тухмалла. Турă сыхлатăр Романа, çĕнтерÿпе таврăнма пулăштăр», — çирĕппĕн калать Олеся Алексеевна.

Илья НИКОЛАЕВ,

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика