
Вăрмар округĕнче «Сывлăх патне утăм» профилактика проекчĕн кăçалхи тапхăрĕ вĕçленчĕ. Пысăк пуçарăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрев панă, вăл «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — чир-чĕре тупса палăртасси кăна мар, çынсен сывлăхне тата активлăхне упраса хăварма пулăшасси, профилактика культурине йĕркелесси.
Проект шайĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн специалисчĕсем Вăрмар поселокĕнче, Тупах, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Мăнçырма, Шăхаль, Чупай, Пинер, Пысăк Енккасси, Арапуç, Чулкас, Саруй, Тикаш, Кавал, Çĕнĕ Мăнтăр, Энтрияль ялĕсенче ĕçленĕ. Тухтăрсен мобильлĕ бригадисем вырăна çитсе çынсен сывлăхне тĕрĕслени халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăнă.
Вăрмарти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ проекта Вăрмар округĕнче пурăнакан 2133 çын хутшăннă, вĕсенчен 385 çынна хушма тĕрĕслевсем ирттерме направлени панă, ансăр профильлĕ специалистсем 1075 çыннăн сывлăхне тĕпченĕ.
Кăçал Вăрмар округĕнче «Сывлăх патне утăм» проект Энтриялĕнче пурăнакансен комплекслă медицина тĕрĕслевĕпе вĕçленнĕ. Пĕр кун хушшинче 134 çын специалистсен пулăшăвне илнĕ. Проект шайĕнче ял халăхĕ поликлиникăна каймасăрах, çул çинчи вăхăта перекетлесе, вăрăм черет тăмасăр вырăнтах диагностика тухма пултарнă. Çынсем анализ панă, куç вичкĕнлĕхне тĕрĕслеттернĕ, артерири юн пусăмне, сахăрпа холестерин шайне виçтернĕ, терапевт консультацине илнĕ.
Энтрияльсем медицина ĕçченĕсене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Проект формачĕ — меллĕ, персонал — ырă кăмăллă пулнине палăртнă. Чылайăшне сывă апатлану, чирсен профилактики çинчен каласа ăнлантарнă, хăшĕ-пĕрне малалла тĕрĕсленсе сипленме направлени панă. Ялтан тухмасăрах квалификациллĕ пулăшу илме май килни уйрăмах пенсионерсене савăнтарнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
