19d215b4 e27a 401a 8cb2 8a7a8ff1e835

Пысăк Енккасси ялĕнчи культура çуртĕнче ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ патриотла тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва ятарлă çар операци­йĕн участникĕсем Сергей Никоноров тата Александр Марков хутшăнчĕç.

Салтаксем тăван тăрăха, тăван яла кĕске отпуска килнĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç, çарта сиксе тухакан çăмăл мар лару-тăру пирки те сăмах хускатрĕç, йывăрлăхсемпе мĕнле майпа кĕрешнине уçăмлатрĕç. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсемшĕн пуриншĕн те тăванĕсен, çывăх çыннисен, обществăн пулăшăвĕпе тĕревĕ çав тери пĕл­терĕшлĕ. Хăйсене пулăшу кÿнĕшĕн салтаксем ентешсене тав турĕç.

Çакăн пек харсăр ывăлсем пур чухне пирĕн çĕршывăмăр, сахал мар йывăрлăха чăтса ирттерме пултарнăскер, хальхинче те ура çинче çирĕп тăрасса, кирек мĕнле тĕрĕслеве те тÿссе ирттерессе иккĕленместпĕр. Тĕлпулăва пухăннисем паттăрсене тăван килĕсене ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе часрах таврăнма сунчĕç.

Николай ГАВРИЛОВ, Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика