«КАСПИЙ—АГРО» тулли мар яваплă общество — Чăваш Енри аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕ. Компанин юридици адресĕ — Куславкка тăрăхĕнчи Энтри-Пасар ялĕ. Ĕçлекен çĕр лаптăкĕсене тĕпрен илсен Вăрмар тăрăхĕнче вырнаçнăскерсене арендăна илнĕ: Пысăк Енккасси, Энтрияль ял тăрăхĕсенчи 1210 гектар çĕр çинче тĕш-тырă тата çĕрулми çитĕнтереççĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ — Азербайджан Республикинче çуралнă, чылай çул Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан Джангиров Садат Фаяз оглы /ÿкерчĕкре\. Малтанхи çулсенче ĕçленĕ «Владино-Агро» предприяти никĕсĕ çинче «КАСПИЙ—АГРО» предприяти йĕркелесе янă вăл. 9 çул тытса пырать ĕнтĕ хăй ячĕпе йĕркелесе янă ял хуçалăх предприятине.
Çĕрулми лаптăкĕсем 172 гектар йышăнаççĕ. Винета, Бельмонда сортсене лартса хăварнă кăçал. Эпир пынă вăхăтра шăпах Энтрияль ялĕ çывăхнелле вырнаçнă çĕрсем çинче çĕрулми кăлармалли 2 GRIMMER комбайнпа «иккĕмĕш çăкăра» кăларатчĕç. Кунта йăлтах техника ĕçлет. Хуçалăх руководителĕ Садат Джангиров пĕлтернĕ тăрăх, çĕрулми тухăçĕ аван кăçал, 650-670 центнер тухать гектар пуçне. Уйран базăна турттарса кĕнĕ пахча-çимĕçе конвеер автомат çине ярса çĕрĕкрен суйлаççĕ, конвеер тăрăх шуса пыракан шултра çĕрулми пысăк управ склада пуçтарăнса пырать. 5 пин тонна çĕрулми вырнаçать ку хранилищĕне. «Каспий-Агро» хуçалăхăн бази М-7 трассăпа юнашарах вырнаçнăран аякран фурăсемпе çĕрулми туянма килекенсем йышлă. Çĕрулмине хĕлĕпех сутаççĕ. Воронеж, Мускав облаçĕсенчен, Хусан хулинчен, Раççейĕпех килеççĕ оптовиксем.
Хуçалăхра 16 çын ĕçлет. Вĕсене Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчен ятарлă транспортпа ĕç вырăнне илсе çитереççĕ, ĕç кунĕ вĕçленсен киле леçеççĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Вăтакас ялĕнчен кунта акă, Галина Геннадьевна Еремеева /ÿкерчĕкре\ 9-мĕш çул ĕçлет. Пĕтĕмĕшле хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе Садат Джангировăн тĕп бухгалтерĕ, 31-мĕш çул бухгалтер ĕçне пурнăçлакан Татьяна Николаевна Шикарева паллаштарчĕ. «Ĕç укçи аван тÿлеççĕ, кунне икĕ хутчен столовăйĕнче тÿлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Рабочисене турттарма ятарласа икĕ Ларгус тата 2 Нива автомашинăсем туяннă. Руководитель техникăна çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ĕçлеме тытăнсанах çĕрулми упрамалли пысăк склад туса лартрĕ, тырă хумалли склада тĕпрен юсарĕ. Çĕрулми уйĕнче шăвармалли тытăм туса лартрĕ. Шăвармалли шывне Вăтам Энĕшрен илеççĕ. Удобрени чылай туянать, субсидисемпе аван усă куратпăр. Пур ĕçе те автоматизацилеме тăрăшать пуçлăх. Кăçал, акă, тырă вырмалли çĕнĕ комбайн туяннă. Çавăн пекех 17 тĕрлĕ ĕçе автоматизацилеме май паракан техника — паллетайзер туяннă. Вăл хăй тĕллĕн çĕрулмине сеткăсем çине тултарма, михĕсене çĕлесе хума пултарать», - каласа пачĕ Татьяна Николаевна тĕп бухгалтер.
Чăнах та, вăйлă ĕçлеççĕ хуçалăхра, чылай ĕçе техника вăйĕпе усă курса ансатлатса пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
