
Шупашкарта тĕнче шайĕнчи экспертсем хутшăннипе виççĕмĕш медицина форумĕ иртрĕ. Унăн теми - «Халăхăн сывлăхне упрасси: стратеги тĕллевĕсем тата регион шайĕнчи хуравсем». Чăваш Ене Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Чулхула, Ĕпхÿ, Саранск хулисенчен, Мускав облаçĕпе Узбекистан Республикинчен 1500 ытла специалист килсе çитнĕ.
Медицина пĕрлĕхĕн представителĕсем регионти сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕнчи паянхи кун шайĕнчи майсене сÿтсе яврĕç. Тĕп темăсен шутĕнче — халăхăн сывлăхне упрасси, чирсене профилактикăласси, кадрсен потенциалне ÿстересси. Малта пыракан цифра технологийĕсене вăя кĕртессине уйрăмах тимлĕх уйăрнă.
Форум участникĕсем патне хăйĕн саламлă сăмахĕсене Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко та илсе çитернĕ.
«Профессионаллă форум Чăваш Республикинче иртни савăнтарать. Шăпах та кунта «Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроектпа килĕшÿллĕн профилактика тĕлĕшĕнчен çĕнĕ проектсем пурнăçланаççĕ — «Сывлăх патне — утăм», «ФАП — сывлăх туртăмĕн центрĕ». Вĕсем тĕллевлĕн ĕçлесе пынăран сывлăхшăн тăрăшмалли культура йĕркеленет. Регионта хăйсен опычĕпе паллаштаракан, ĕçтешĕсен чи лайăх практикисене ăша хывакан, отечественнăй медицина аталанăвĕне пысăк тÿпе хывакан специалистем вăй хураççĕ. Медицина пĕрлĕхĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе республика çулран çул лайăх динамикăпа палăрать. Халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулни ÿсет, отрасле кадрсемпе тивĕçтересси лайăхланать. Форум участникĕсене тухăçлă ĕçлеме, çĕнĕ шухăшсем палăртса вĕсене малашне пациентсене пулăшу кÿмешкĕн пурнăçа кĕртме сунатăп»,- тенĕ обращенире.
Медицина — патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри. Республика Правительстви сывлăх сыхлавĕн аталанăвне укçа-тенкĕ уйăрнă май çын пурнăçне инвестици хывать.
«Форум теми çынсен сывлăхне упраса хăварассипе ахальтен çыхăнман. Кунта сиплев кăна мар, профилактика, çутĕç те кĕрет. Шăпах çак енĕпе «Сывлăх патне — утăм» проект, ялсенчи ФАПсем ĕçлеççĕ. Вăхăтра кÿнĕ медицина пулăшăвĕ çынна йĕркеллĕ пурнăçа часрах тавăрать. Паллă ĕнтĕ, сывă çын лайăхрах ĕçлет, çĕршыв аталанăвне те сумлăрах тÿпе хывайрать. Медицина хăй те улшăнса пырать - çĕнĕ препаратсем, технологисем, майсем вăя кĕреççĕ. Форумăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк: вăл малалла аталанма практикăна пĕтĕмлетме, малта пыракан йышăнусене тĕпчеме май парать.
Форум программи шайĕнче вар-хырăм хирургийĕпе çыхăннă мастер-классем иртнĕ. Çавăн пекех мероприяти шайĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата ыттисене те «Чăваш Енре пурăнаканăн сывă рационĕ» экспозиципе паллаштарнă. «Чăваш Енре пурăнаканăн турилккинче мĕн пулмаллине, вырăнти производительсен продукцийĕнчен кулленех сывă апатлану йĕркелемеллине кăтартатпăр», - палăртнă Лариса Тарасова.
Форум шайĕнчи тĕп пулăм «Регион сывлăх архитекторĕ вырăнĕнче: федераллă ыйтусене регион шайĕнче пурнăçласси» пленарлă лару пулчĕ. Унăн участникĕсем Раççейĕн 2030 çулчченхи сывлăх сыхлавĕн стратегине, пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕн аталанăвне, кадрсен ыйтăвне сÿтсе яврĕç.
Отрасль çитĕнĕвĕсем тÿрремĕнех кадрсемпе тĕллевлĕн ĕçленинчен килнине кăтартрĕ форум. Чăваш Енре медицина ĕçченĕсене кÿрекен социаллă пулăшу мерисен комплексĕ ĕçлет. Ялти специалистсене коммуналлă пулăшусене уйăхсерен компенсацилеççĕ, тĕллевлĕ килĕшÿсемпе вĕренекенсене стипенди тÿлеççĕ. 2024 çултан пуçласа ялта хушма мерăсем ĕçлеççĕ: пурăнмалли çурт-йĕр тара илнĕшĕн тÿлекен расхутсене саплаштараççĕ, ĕç вырăнне çитмелли тата каялла таврăнмалли çул укçине тÿлеççĕ.
Форум шайĕнче медицина ĕçченĕсем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Вăрмарти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕ Эвелина Михайлова «Чир-чĕрсене профилактикăлассипе хатĕрленĕ чи лайăх публикаци/сюжет/теле-радиопередача» номинацире çĕнтернĕ /ÿкерчĕкре/.
Эвелина Михайлова
