Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Республики, çав шутра Вăрмар округĕ те, пĕтĕм çĕршывпа пĕрле «Наци кросĕ» чупу кунне хастар хутшăнчĕ.
Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ республикăра 22-мĕш хут пулса иртрĕ. Спорт мероприятийĕнче старта Чăваш Енре пурăнакан 65 500 ытла çын тухнă. 2021 çулхипе танлаштарсан унта хутшăнакансен шучĕ 3,7 хут ÿснĕ. «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи тухăçлă ĕçленине, республикăра пурăнакансем спорта тата активлă пурнăç йĕркине ытларах та ытларах суйланине çирĕплетет çак цифра.
Пирĕн округра ăмăртусем Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕç. Яланхи пекех Наци кросне халăх йышлăн хутшăнчĕ, çулталăкăн чи интереслĕ те массăллă спорт уявĕсенчен пĕри кăçал Вăрмар округĕнче пурăнакан 900-е яхăн çынна пĕрлештерчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Юрий Ефимов мероприятине интереслĕ ертсе пырса пухăннисене хавхалантарчĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăни вара вăрмарсен кăмăлне тата ытларах çĕклерĕ.
Акă, хаваслă кĕвĕ янăраса кайрĕ — Надежда Давыдова ертсе пыракан фитнес-студин воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Унтан Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев сăмах илчĕ, сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсене — ачасемпе çамрăксене, ĕç коллективĕсене, спорт ветеранĕсене — саламларĕ. «Наци кросĕ — календарьти ахаль дата мар, вăл — темиçе ăрăва пĕрлештерекен, хамăрăн вăя тĕрĕслеме тата чĕре таппине туйма май паракан, пĕрлĕхе çирĕплетекен сывлăх уявĕ», — палăртрĕ Василий Викторович.
Çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар мунципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Егоров та Наци кросне хутшăнакансене саламласа ăнăçу сунчĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ — ăмăртусем пуçланчĕç, çăмăл атлетсем старт пулакан вырăналла васкарĕç, ăмăртусем пуçланчĕç. Хăнăхнă йăлапа яваплă должноçсенче ĕçлекенсем — Вăрмар округне ертсе пыракансем, администрацин яваплă ĕçченĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, предприятисемпе организацисен руководителĕсем — VIP-чупăва тухса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
Вĕсем хыççăн старта чи пĕчĕккисем — ача сачĕсен воспитанникĕсем тухрĕç. Малалла шкул ачисем, çитĕннĕ çынсем, ветерансем те хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Тĕлĕнмелле те, хăш-пĕр çамрăк программăра палăртнă дистанципе кăна çырлахмарĕ, стадион тăрăх икĕ хут çеç мар, тăватă хут чупса çаврăнчĕ. Вăт мĕнлерех маттур спортсменсем туптанаççĕ пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче!
Ăмăртусен судйисем кашни стартпа финиша тимлерĕç, кам хăш вăхăтра чупса çитнине палăртса пычĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Медицина ĕçченĕсем чупакансем хăйсене мĕнле туйнине сăнасах тăчĕç, полици сотрудникĕсем вара йĕркене сыхларĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
