f522abde 27b4 4bc9 ac31 99103ed0dbebЭнтриялĕнчи культура çуртĕнче «Эпир лармастпăр — эпир çыхатпăр» ятпа тĕл­пулу иртрĕ. Унта ялти «кĕмĕл» волонтерсем хутшăнчĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче пирĕн активлă волонтерсен ячĕпе чĕререн тухакан ăшă тав сăмахĕсем янăрарĕç. Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникĕ Игорь Яковлев волонтерсем пулас çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăннăшăн тата тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн вĕсене тав турĕ.

Цифрăсем те курăмлă, вĕсемпе чăннипех те мăнаçланма пулать. Çак вăхăт тĕлне волонтерсем ырми-канми ĕçлесе 134 маскировка сетки çыхнă. Гуманитари пулăшăвĕ кÿнĕшĕн, салтаксене кирлĕ япаласем пуçтарса парса янăшăн волонтерсен ячĕпе ятарлă çар операцийĕн зонинчен тав сăмахĕсем килсех тăраççĕ. Çапла пулмасăр, кашни маскировка сетки — салтаксен пурнăçне çăлакан тата вĕсене çирĕп сыхлакан хатĕр.

Тĕлпулу пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Культура çуртĕнче ăшă лару-тăру тата пĕрлĕх туйăмĕ хуçаланчĕç.

Марина ГАЛКИНА,

Энтриялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика