IMG 0334

Вĕрентекен кунне, Воспитатель тата шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен кунне, Хушма пĕлÿ паракан работниксен кунне халалласа Вăрмар муниципаллă округĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Капăр тумланнă, савăнăçлă пит-куçлă педагогсем хăйсен професси уявне паллă тума Вăрмарти Культура çуртĕнче пухăнчĕç.

Лăк тулли залра савăнăçлă та хумхануллă лару-тăру хуçаланчĕ. Округри вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсемпе вĕрентекенĕсене, педагогика ĕçченĕсене, ветерансене уяв ячĕпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Юрий Ефимов, РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Кристина Пудрикова, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Вăрмар округĕнчи пулăшуçи Ирина Алексеева саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе професси уявĕсенче хăйсен ĕçĕнче палăрнисене чыслаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ, вĕрентÿ тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса пысăк çитĕнÿсем тунăшăн чи-чи пултаруллă вĕрентекенсене тĕрлĕ шайри наградăсем пачĕç.

Уяв тăршшĕпех пухăннисене округри шкулсенче вĕренекен тата ача сачĕсене çÿрекен çамрăк сцена ăстисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, хăйсен педагогĕсен тăрăшулăхне тÿрре кăларчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика