Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн тĕп юсавĕпе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра бригадăсем вентиляциллĕ фасада йĕркене кĕртеççĕ, классенче тата коридорсенче стенасене сăрлаççĕ, çирĕп линолеум сараççĕ, çĕнĕ алăксем лартаççĕ. Коммуникацисене те улăштараççĕ: хутса ăшăтмалли çĕнĕ тытăм пулать, çавăн пекех шыв пăрăхĕсен хальхи йышши тытăмне хурса хăвараççĕ.

Контрактпа килĕшÿллĕн, тĕп юсав кĕркунне пĕтиччен вĕçленмелле, ăна туса ирттерме 148 миллиона яхăн тенкĕ уйăр­нă. 2026 çулта Чăваш Енре 38 шкула тĕп­рен юсаççĕ, Энĕшпуç шкулĕ — вĕсенчен пĕри.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика