950e2d82 9135 4711 955d e65528c90dfc

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр специалисчĕсем сусăр граждансене малалла та çÿллĕ шайра пăхса тăраççĕ. Нумай пулмасть ватăсене тата сусăр çынсене социаллă пулăшу кÿрекен стационар уйрăмĕн специалисчĕ Вера Васильева Олег Геннадьевич Абуков ватăпа пĕрле Мускаври протезпа ортопеди предприятийĕн Шупашкарти предприятийĕнче пулнă. Унта специалистсем ортопеди пушмакĕ валли тĕрĕс виçев­сем тунă. Виçевсем тунă чухне Олег Геннадьевичăн урин пур уйрăмлăхĕсемпе нушисене те шута илнĕ, пушмак кашни кун çÿреме меллĕ пултăр тенĕ.

«Мобильлĕ бригада социаллă пулăшу илекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, ватăсене активлăха упраса хăварма пулăшать. Хамăрăн центрта эпир кашнине тимлĕх уйăратпăр, кашнине мĕн кирлине шута илетпĕр», - тет Вера Вячеславовна.

Эвелина Михайлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика