Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕ çывхарса пырать. Ăна октябрĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕ — ял аталанăвне, ял пурнăçне тÿпе хывакан хĕрарăмсен пархатарлă ĕçне хакланине çирĕплетекен праçник. Уяв тĕлне Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра хĕрарăмсем валли Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Тухтăрсем патне маларах çырăнмасăрах консультаци илме тата профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухма пулать.

Графикпе килĕшÿллĕн, уçă алăксен кунĕсем октябрĕн 1, 5, 8, 12, 14-мĕшĕсенче пулаççĕ. Специалистсем хĕрарăмсен сывлăхĕпе çыхăннă программа хатĕрленĕ, мастер-классем, лекцисем ирттереççĕ. Терапевт, акушер-гинеколог консультацине илме, маммографи, УЗИ, ЭКГ, флюорографи тухма, лаборатори диагностики тума, юн пусăмне тата куçри пусăма виçме пулать. Алăра паспортпа медицина страхованийĕн полисĕ кăна пулмалла. Йышăнăва черет тăрса кĕмелле.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика