bereme

Çулталăк тăршшĕпе уйрăмах çутăпа тата ăшăлăхпа тулли кунсем пур. Вĕсенчен пĕри — октябрĕн 7-мĕшĕнче пулакан Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунĕ. Çак уяв ячĕпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта чĕри айĕнче çĕнĕ пурнăç тĕвĕленнĕ хĕрарăмсем пуçтарăнчĕç. Мероприяти «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче иртрĕ. Нацпроектăн тĕп тĕллевĕ — ача кĕтекен хĕрарăмсене пулăшасси, патшалăх кÿрекен пулăшăва кашни çемьене çитересси те.

Ахаль лекци кăна пулмарĕ мероприяти вăхăтĕнче, чунтан тухакан ăшă тĕлпулу иртрĕ. Пулас амăшĕсем патшалăх енчен кÿрекен тĕрлĕ пулăшу мерисем çинчен пĕлчĕç. Комплекслă центрта пĕчĕк ачасене кирлĕ таварсене вăхăтлăха усă курма илме май пуррине ăша хыврĕç, çемье бюджечĕшĕн чăн-чăн çăлăнăç ку. Çавăн пекех комплекслă центрта ачасене вăхăтлăха пăхса паракан ушкăн та ĕçлет, амăшĕсем ăçта та пулин кайса килмелле пулсан хăйсен тĕпренчĕкĕсене шанчăклă алăра хăварма пултараççĕ. Раççейри Социаллă фондăн Вăрмарти уйрăмĕн руководителĕ Татьяна Васильева амăшĕн капиталĕ, пĕрлехи пособи пирки каласа ăнлантарчĕ. «Чувашия-Мед» организаци представителĕ Людмила Калягина обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ кÿрекен майсемпе паллаштарчĕ. Вăрмарти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ Елена Чапурина ача кĕтекен хĕрарăмсене чи кирлине каласа ăнлантарчĕ, сывă ача çуратас тесен мĕнле апатланмаллине, мĕнле правилăсене пăхăнмаллине, хăй мĕн пĕлнине йăлтах уçăмлатрĕ. Тĕлпулу сĕтел тавра ларса чей ĕçнипе, ăшă калаçупа вĕçленчĕ. «Эпир хамăра çунатланнă пекех туятпăр халĕ», - терĕç мероприяти хăнисем. Хĕрарăма уншăн çав тери яваплă та çăмăл мар вăхăтра пулăшасси, хавхалантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕт.

Эвелина Михайлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика