Чăваш Ен Правительстви граждансен çăмăллăхлă категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.
Çак ĕç мĕнле пыни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан эрнесерен ирттерекен планеркăра строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов каласа панă.
Кăçал кун пек категориллĕ граждансене пурăнмалли условисене лайăхлатма республикăра 3,4 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. Çак укçа-тенке 1757 çемье валли пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне патшалăх пулăшăвĕпе 1196 çемье усă курнă ĕнтĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 457 тăлăх ачана 1,3 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. 309 млн ытла тенкĕлĕх 109 пÿлĕм туяннă, çав шутра 33-шĕ – пурăнмалли сертификатсемпе усă курса.
Пилĕк е тата ытларах нумай ачаллă çемьесем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Вĕсене валли бюджетра 1 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ку вăл çулталăк малараххипе танлаштарсан 14 процент нумайрах. Харпăр хăй валли пурăнмалли кĕтеспе 134 çемьене тивĕçтермелле. Паянхи кун тĕлне 86 çемье 587 млн тенкĕ ытла тенкĕлĕх сертификатсене пурнăçа кĕртнĕ.
Тата тепĕр çăмăллăхлă категорире тăраканнисем – çамрăк çемьесем. Вĕсем те патшалăх тĕревĕпе усă курайраççĕ. Çурт-йĕр туянма е тума свидетельствăсем пама вĕсем валли 511 млн тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Свидетельствăсене 311 çамрăк çемье илнĕ, вĕсенчен 289-шĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕсене 472 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçланă та ĕнтĕ.
Республикăра çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программи ĕçлет. Вăл ипотека енĕпе чи малтан паракан взнос валли пурăнмалли çурт-йĕр хакĕн 20% таран тÿлеве палăртать. Бюджетра кун валли 54 млн тенкĕ ытла хывнă. Программăпа усă курма СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем усă курма пултараççĕ.
«Çурт-йĕр ыйтăвне татса парас ĕçре çынсене пулăшасси пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир укçа-тенкĕ уйăратпăр кăна мар – пулăшу кашни çемьене çитсе пытăр тесе тăрăшатпăр. Кашни цифра хыççăн отчетра – ятарлă çемье. Ку пирĕн ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ», – тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Кăçал республикăра Раççей Геройĕсемпе вĕсен çемйисем валли пулăшу памалли çĕнĕ мера хута янă – пурăнмалли çурт-йĕр туянма условисем йĕркеленĕ, çак тĕллевсем валли 53,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи куна 12 свидетельство панă, вĕсенчен 7-шĕ – 30,5 млн тенкĕлĕх – пурнăçа кĕнĕ те ĕнтĕ.
«Округсенче час-часах çурт-йĕр çинчен ыйтаççĕ çынсем. Ыйту пĕлтерĕшлĕ. Округсен пуçлăхĕсем конкретлă пĕлтерччĕр: договор тăвакансемпе мĕнле хатĕрленине, подрядчиксем камсем пулнине тата пирĕн льготниксене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тесе мĕн тунине. Кун пек чухне муниципалитетсем хăйсем çак ыйтăва мĕнле татса панине курса тăраççĕ. Кун пек çирĕп йĕрке пирĕншĕн те, вĕсемшĕн те усăллă пулĕ», – тенĕ премьер-министр Сергей Артамонов.
ЧР ПА пресс-служби
