Çак кунсенче Кивĕ Вăрмар ялĕнче капăр та хăтлă çĕнĕ клуб савăнăçлă лару-тăрура хăйĕн алăкĕсене халăх валли уçрĕ.
Киввăрмарсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм кашнин асĕнче ăшă саламлă сăмахсемпе, хаваслă юрă-кĕвĕпе тата, паллах, чыслав саманчĕпе асра юлчĕ. Çутă сцена çине тухса ял халăхĕ умĕнче Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата ытти яваплă çынсем калаçрĕç, тăрăшуллă ĕçне кура хисепе тивĕçнĕ ял активисчĕсене наградăларĕç.
Çĕнĕ культура çурчĕн сцени çине тухса награда илме тивĕçнĕ пĕрремĕш çынсем хушшинче СВО волонтерĕсем — Виталий Петрович Андреевпа Виталий Геннадьевич Алексеев — пулчĕç. Вĕсене «СВО участникĕсене пулăшу кÿнĕшĕн» медальсемпе чысларĕç.
Вăрмар округĕнче маскировка сеткисем çыхакан чи пысăк та паллă пунктсенчен пĕри шăпах Кивĕ Вăрмар ялĕнче — пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнă. Пархатарлă ĕçе киввăрмарсем 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче пуçăннă та çак таранчченех пĕр тăхтавсăр пурнăçлаççĕ. Виталий Петрович тата Виталий Геннадьевич та ырă ĕçрен айккинчен юлман. Хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ вĕсем, маскировка сетки çыхмалли материала станокпа касса лента хатĕрлеççĕ, унтан ăна алă вĕççĕн, хачăпа, пайăн-пайăн касаççĕ, ытти ĕçсенчен те хăрамаççĕ. Паянхи çăмăл мар саманара ентеш-салтаксене пулăшасси — вĕсемшĕн малти вырăнта.
Ирина ДАНИЛОВА
