
Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен волонтерсем «Таса çыран хĕрри» /«Чистый берег»\ акцине пĕрремĕшсен йышĕнче хутшăнса пĕчĕк команда та пысăк ĕç туса ирттерме пултарассине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетнĕ.
Перчеткесем тăхăнса, михĕсем тытса ачасем аялти дамбăн çыран хĕррине тирпей-илем кĕртнĕ. Пурте пĕрле тăрăшнипе виçĕ пысăк миххе пластикпе, целлофанпа, кантăкпа тата ытти çÿп-çаппа тултарнă. Ĕç хыççăн вара кану вăхăчĕ çитнĕ: интереслĕ конкурссем, тăван тавралăх çинчен пĕлĕве ÿстерме пулăшакан викторинăсем, усăллă мастер-классем, хаваслă спорт вăййисем пулнă.
