Вăрмар округĕнче октябрĕн 14-мĕшĕнче шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен IV-мĕш фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ иртрĕ. Фестивале кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă, çавăнпа спектакльсен тĕп темисем хушшинче туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни тата хисеплени малти вырăнта пулчĕç.
Мероприяти Чăваш Республикинче РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн пуçарăвĕпе 2023 çулта старт илнĕ. РФ Çутĕç министрĕ Сергей Кравцов хушнă тăрăх, 2024 çул тĕлне кашни шкулта хăйĕн театр пулмалла, мĕншĕн тесен шкул ачисене театр ĕçне явăçтарни талантлă ачасене тупса палăртма, вĕсене пултарулăхра çул уçса пама пулăшать. Унăн хушăвне тĕпе хурса Вăрмар округĕнчи кашни шкултах театрсем йĕркеленĕ.
Кăçал фестивалĕн муниципалитетри тапхăрне Вăрмар округĕнчи шкулсен çумĕнчи 12 театр хутшăнчĕ. Çамрăк артистсем Вăрмарти культура çуртĕнче пухăнчĕç, жюри умне сцена çине тухса вырăсла тата чăвашла спектакльсем лартса пачĕç. Жюри членĕсем хушшинче Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Кристина Пудрикова тата методисчĕ Людмила Иванова, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕн заместителĕ Марина Чернова тата преподавателĕ Маргарита Михайлова, РФ хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти тĕп шкул вĕрентекенĕ Елена Ларионова тата ыттисем те пулчĕç. Вĕсем чи талантлă ачасене, чи лайăх спектакльсене тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç: «Пысăк калăпăшлă чи лайăх спектакль», «Пĕчĕк калăпăшлă чи лайăх спектакль», çавăн пекех «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ», «Юрă-кĕвĕллĕ чи лайăх спектакль», «Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ», «Чи лайăх арçын сăнарĕ», «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ», «Иккĕмĕш планри чи лайăх арçын сăнарĕ», «Чи лайăх сценографи», «Костюмсем хатĕрлекен чи лайăх художник», «Чăвашла лартнă чи лайăх спектакль».
«АСАМ» фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçи /ăна «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕсенче çырса пĕлтерĕпĕр\ республикăри тапхăра хутшăнса Вăрмар округĕн чысне хÿтĕлеме тивĕçĕ. Финал декабрь уйăхĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче иртĕ. Чи лайăх ĕçсене малашне муниципалитетсенче «Пушкин картти» программăпа курма май пулĕ.
Сăн ÿкерчĕк çинче: РФ хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Мельпомена» театр /руководителĕ — Е.И. Ларионова\.
Ирина ДАНИЛОВА
