Чăваш Республикинче Ял хĕрарăмĕн кунĕ ячĕпе тата «Ялта чи лайăххисем» проект ша­йĕнче пĕрремĕш хут «Ял управçи» /«Берегиня села»\ преми параççĕ. Чыслав паян, октябрĕн 16-мĕшĕнче, иртет. Мероприяти пĕлтерĕшĕ «Вăл ăçта — унта пурнăç» сăмах çаврăнăшĕн­че уççăн курăнать.

Преми тĕллевĕ — хĕрарăм яла аталанма, пурăнма, йăласене упрама пулăшакан, пурне те пĕрлештерекен вăй пулнине кăтартасси. Сăмах кунта ахаль кăтартусенче кăна мар, чăнлăхлă улшăнусенче: çĕнĕ ĕç вырăнĕсенче, çĕнĕрен паллă тума тытăннă уявсенче, вăхăта усăллă ирттермелли хутлăхсенче, тăван ялĕнче пурăнакан çемьесенче, территорисене çĕнĕ майсемпе тивĕçтерекен çыхăнусенче.

«Яла кашни кун чĕрĕ тата вăйлă тăвакансен ячĕсене илтесси тата вĕсем пирки ыттисене пĕлтересси пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку преми — пĕр пуçарура вуншар пурнăç пĕрлешнĕ историсем çинчен. Тăван тăрăхне хăйĕн вăйне хывакан кашни хĕрарăм унăн ĕçне асăрханине тата хакланине пĕлтĕр», — тенĕ Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева.

Премие 10 номинацинче йĕркеленĕ, вĕсенчен кашнинче виçĕ лауреата суйлаççĕ, вĕсен шутĕнчен вара тĕп çĕнтерÿçĕне палăртаççĕ. Номинацисем хушшинче — «Çĕр хуçи», «Пĕрлешÿ чу­нĕ», «Ял сасси», «Кăмăл çирĕп­лĕхĕ», «Аталану тавралăхĕ» тата ытти те. Мал­ти вырăнта — йăлана кĕнĕ сăнар мар, çирĕп палăрнă кăтарту: хĕрарăм пуçарăвĕпе пурнăçланнă паллă ĕçсем.

Конкурса Чăваш Енри муниципалитетсенче икĕ çултан кая мар ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Вĕсен ячĕсене муниципаллă округсен администрацийĕсем тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕсем çирĕплетсе тăратнă.

Пирĕн Вăрмар округĕнчен те хĕрарăмсем асăннă конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Тĕслĕхрен, «Ырă ĕç» номинацинче Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта математика тата информатика предмечĕсене вĕрентекен Аврора Петровна Григорьева хутшăнать. Вăл ăста педагог та, СВО волонтерĕ те, пултаруллă организатор та.

«Пĕрлешÿ чунĕ» номинацинче Вăрмарти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Ирина Валерьевна Трифонова хутшăнать. Вăл тăрăшуллăн ертсе пынипе халăх театрĕ çынсене культурăна явăçтарать. Унсăр пуçне Ирина Валерьевна Вăрмар окру­гĕн­че автоклуб ĕçне йĕркелесе пырать, талантлă юрăç пулнипе те палăрса тăрать.

Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ирина Августовна Васильева «Пултаруçă» номинацине суйланă. Вăл Вăрмар округĕнчи ачасен пултарулăхне аталантаракан учрежденин ĕçне яваплăн тытса пырать, ун çумĕнче «Ăсталăх» мастерской уçма пысăк тÿпе хывнă.

Конкурса хутшăнакан тепĕр талантлă хĕрарăм — «Ял сасси» номинацинче — Татьяна Юрьевна Миронова. Вăл экскурсовод, гид тата çыравçă, 2024 çулта Чăваш Республикин чи лайăх экскурсовочĕн ятне илме тивĕçнĕ. Унăн сасси чăннипех те витĕмлĕ, вăл каласа пани интереслĕ.

Яна Алексеевна Тимофеева предприниматель «Аталану тавралăхĕ» номинацинче хутшăнать. Вăл Вăрмар округĕнче хăйĕн ĕçне тытса пырать, ял хуçалăх сферинче çирĕп вырăн йышăнса тăрать.

Хамăрăн пултаруллă ентешĕмĕрсемпе мăнаçланатпăр. Вĕсем чăннипех те Вăрмар округĕн ахах-мерченĕсем, пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ хĕрарăмсем.

Ирина Данилова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика