
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Пĕрлĕх асамат кĕперĕ» проект шайĕнче Пукрав уявне халалласа интереслĕ мероприяти иртрĕ. Унта çул çитмен ачасен диагностикипе социаллă реабилитацийĕн уйрăмĕн воспитанникĕсем хутшăнчĕç.
Ачасем Пукрав уявĕн историйĕпе паллашрĕç, унăн йăлисем пирки, çак куна авал мĕнле кĕтсе илсе паллă туни çинчен пĕлчĕç.
Мероприятие «Пукрав вăййисем» илем кÿчĕç — ачасем халăх вăййисене вылярĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, вăйă картине тăрса çаврăнчĕç, тулли кăмăлпа савăнчĕç.
Çакăн евĕр мероприятисем ачасене пирĕн çĕршыв культурин никĕсĕсемпе паллаштараççĕ, пĕрлĕх тата патриотлăх туйăмĕсене çирĕплетеççĕ, тăван çĕре юратма хăнăхтараççĕ.
Ольга ЯКОВЛЕВА, культорганизатор
