«Раççей кадечĕсем валли музейри кун» /«День в музее для российских кадет»/ акци шайĕнче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отряд «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕнче экскурсире пулнă.
Астăвăм палăкне Совет Союзĕн çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне халалланă. Вăл Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Экскурсине ертсе пыракансем ачасене мемориал комплексне мĕнле уçни, Чăваш Енри тыл ĕçченĕсем хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве туптани, хÿтĕлев чиккисене чавни çинчен каласа панă. Хÿтĕлев чиккисене 1941 çулта фашистсем Мускав хули патне çывхарма тытăнсан тума пуçланă. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансем 380 çухрăм окоп чавнă, çакна халалласа мемориал комплексĕнче те кашни вунă çухрăм пуçне пĕр стела вырнаçтарнă, пурĕ вĕсем 38. Стелăсем умне çĕр чăмăрне сăнлакан тимĕртен тунă пысăк шар лартнă. Çавăн пекех республикăри кашни районпа хула ячĕпе гранитран тунă 21 стела вырнаçтарнă.
Экскурси ачасене питĕ килĕшнĕ, вĕсем хăйсен пĕлĕвне анлăлатнă, нумай çĕнĕ информаци пĕлнĕ. Çакăн евĕр мероприятисем шкул ачисене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ, тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, унта пурăнакансемпе мăнаçланма хăнăхтараççĕ.
Н.ЛЮТИКОВА, директорăн советникĕ.