Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕнче çак кунсенче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кунта Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ, В.Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ — Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Анатолий Иванович Иванов 80 çул тултарнине паллă турĕç тата унăн çĕнĕ кĕнекине презентацилерĕç.
Хисеплĕ юбиляра саламлама Вăрмар районĕн краевечĕсем, хăйсен пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнă çынсем, çыравçăсем, ÿнерçĕсем, юрă-кĕвĕ ăстисем пуçтарăнчĕç. Т.Дорофеева-Миро, Г.Эверсков, А.Васильев, А.Хованский, А.Белова, Ю.Егоров, Н.Петрова, Г.Матвеев, Г.Матвеева, Я.Зайцев, Н.Гаврилов, Ю.Сантус-Петров-Ара, Н.Николаева-Таявась, В.Толматов, В.Христофорова, Г.Корытникова тата ыттисем те Анатолий Ивановича ăшă сăмахсем каласа малашне те творчествăра çирĕп утăмсем тума сунчĕç. Саламлă сăмахсемпе пĕрлех хăйсен сăввисене, кĕнекисене парнелекенсем те пулчĕç, юрăсем те юрларĕç, иртнĕ кунсене те ăшă туйăмсемпе аса илчĕç. «Шăваççĕ çулсем, шуралаççĕ çÿçсем...» – тесе кăштах хурланчĕç те. Паллах, Анатолий Ивановичăн чи ырă енĕсем çинче чарăнса тăрса мухтарĕç.
Анатолий Иванович нумай çул яваплă должноçсенче вăй хунă, çав шутра тăван ялти шкулта физика предметне вĕрентнĕ, директор пулса ĕçленĕ. Хăй те шкул саккинченех сăвăсем çырма кăмăллаканскер, Кĕтеснер шкулĕнче вĕренекен ачасене те сăвă ăсталăхне хăнăхтарас ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Унăн «Пурнăç хумĕсем», «Хум хыççăн хум» сăвăсен пуххисем кун çути курнă. Халĕ, акă, вулакансем патне Анатолий Ивановичăн тепĕр кĕнеки те — «Книга актов приемки передаваемого колхозу в порядке обобществления имущества гражданами д.Кудеснеры при вступлении в колхоз» — çитрĕ. Ятĕнченех паллă, унта кĕтеснерсем колхоза кĕнĕ чухне вĕсен пурлăхне колхоз йышăннине кăтартакан актсемпе паллашма пулать.
Автор кĕнекере 100 ытла акт пулнине каларĕ, хăйĕн кукамăшĕ, ытти тăванĕсем те колхоза кĕнĕ чухне пурлăхне панине каласа пачĕ, çав тапхăрти пурнăç çинче чарăнса тăчĕ. Анатолий Иванович пурнăçра пĕтĕмпех çыхăнса тăнине палăртрĕ. «Шыва пÿрне чиксен те хум каять, пурнăç хумĕ те мĕнле те пулин пулăмпа çыхăннă», — текен шухăш палăрчĕ унăн сăмахĕнче. Ахальтен мар пулĕ унăн хушамачĕ çумне те «Хум» псевдоним хушăннă — Анатолий Иванович Иванов-Хум.
И.ДАНИЛОВА.