Ентешсен форумĕнче «Амазония» этнопаркра «Капитаны бизнеса» стратеги сессийĕ иртнĕ. ЧР экономика министрĕ Д.Краснов пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек мероприяти ирттермелли шухăша Тюмень облаçĕнчи опыта кура илнĕ. Унта ăнăçлă бизнесменсем хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предпринимательсемпе, пуçаруллă çынсемпе пурте пĕрле пухăнса уйрăм ял е хула экономикине мала яраççĕ. Çак форума пирĕн районтан та Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна СЕЙФУЛЛИНА тата Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Михайлович НИКОЛАЕВ хутшăннă. Марина Аркадьевна çак форума хутшăннă пирки хăйĕн шухăшне палăртрĕ: «Капитаны бизнеса» стратеги сессине хутшăннă май пире командăсем çине пайласа бизнес-проектсем туса хатĕрлеме сĕнчĕç. Вăрмар, Тăвай, Йĕ
преç, Канаш районĕсенчи представительсем пĕр сĕтел хушшинче, пĕр команда пулса ĕçлерĕмĕр. Тĕрлĕ направленипе ĕçлемелле пулчĕ. Бизнеса аталантармалли тĕрлĕ шухăшсене проектсем урлă палăртрăмăр. Тĕслĕхрен, «Ăслă агроном» приложени туса ял хуçалăхне аталантармалли бизнес-проекта ырласа йышăнчĕç. Питĕ килĕшрĕ çак мероприяти, çав тери ăслă çынсем пухăннă кунта, нумай кăсăкли пĕлтĕмĕр хамăр валли малашнехи ĕçре».