Ĕнер Шупашкар хулинче Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн XX Пухăвĕ иртнĕ. Ăна обществăлла организацин ĕçне пуçарса янăранпа 95 çул çитнине халалланă. Пухăва Вăрмар район делегацийĕ те хутшăннă: Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн руководителĕ В.Волкова, Мăнçырма ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А.Архипова, районти уйрăмăн Правлени членĕ М.Дмитриева.
Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев саламланă. «Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ çав тери хăватлă организаци пулса тăчĕ. Обществăлла организацисенче вăй хуракансем пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашса, вĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Регионта пулса иртекен мĕнпур ĕçсенче вĕсен тÿпи те çав тери пысăк», — тенĕ вăл. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕçлекен хастарсене мухтанă, малашне те пысăк кăтартусемпе палăрма суннă. «Сирĕн паха та пуçаруллă проектсем сахал мар, вĕсене пурне те тенĕ пекех пурнăçа кĕртсе пынă, вĕсен йышне шутласа пĕтерме те хĕн. Сирĕн ĕçсем яланах пархатарлă, ыттисемшĕн паха тĕслĕхре», - тесе хушса каланă вăл.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Н.Николаева организацин ĕçĕпе паллаштарнă, хăш-пĕр кăтартусем пирки чарăнса тăнă. «Паянхи куна регионта 89 уйрăм шутланать, вĕсем 26 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вырнаçнă. 2021 çулта Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ ДНР-ти Горловка хулинче пурăнакан ачасене хамăр тăрăха курма илсе килес тесе йышăну тунă. Ырă пуçару пурнăçа та кĕнĕ. Мĕнпур районсемпе хуласенче йĕркеленнĕ Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансем салтаксем валли парне хатĕрлес акцине хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци пулăшнипе пĕтĕмпе 8 тонна тавар салтаксене валли ăсатнă. Сахал мар çырусем çырнă, вĕсен кăмăлне кăштах та пулин çемçетес тесе салам йĕркисене чĕререн тухакан сăмахсемпе хайланă», — пĕлтернĕ вăл.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн руководителĕ В.Волкова обществăлла организацин ĕçĕ пирки çапла калать: «Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн ĕçĕ хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл хăйĕн умне чăннипех те пысăк тĕллевсем лартса пурнăçлать. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине тĕпе хурать. Организаци пурнăçлакан мĕнпур проектра ыркăмăллăх, чунлăх, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни малти вырăнта».