Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 647-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче халăхăн пĕр пайне мобилизацилесси çинчен пĕлтернĕ. Октябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнче те çак Указпа килĕшÿллĕн салтаксене ятарлă çар операцине хутшăнма ярас тĕллевпе мобилизаци ĕçĕсене йĕркелесе ирттерчĕç. Çавна май мобилизациленнĕ арçынсен çемйисене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ пулăшу мерисем йышăнаççĕ. Чăваш Енре ятарлă штаб туса хунă, ăна ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев ертсе пырать. Мобилизациленнисен, ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе тата контракт мелĕпе хутшăнакансен çемйисем валли федераци шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемсĕр пуçне ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнисем те пур. Çак шута ачасене шкулта икĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитерни, ача садне, хушма вĕрентÿ заведенийĕсене, спорт учрежденийĕсене çÿренĕшĕн тÿлемелле марри, пĕчĕклетнĕ процентлă ипотека, ЧР Пуçлăхĕн стипендине параççĕ.

Ку çăмăллăхсемпе Вăрмар районĕнчен мобилизациленнĕ граждансен çемйисем те усă кураççĕ. Районти шкулсенче вĕренекен 8 ача кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апатланать. Унсăр пуçне вĕсене ЧР Пуçлăхĕн 2 пин тенкĕпе танлашакан стипендине те пама документсене хатĕрленĕ.

Çавăн пекех районти ача сачĕсене çÿрекен 12 ача садике тÿлевсĕр çÿрет, тепĕр майлă каласан вĕсене ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕнчен хăтарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика