Ноябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв старт илнĕ. Ку вăл çулсерен пулса пыракан мероприяти, ятарлă çар операцийĕпе çыхăнман.
Генеральнăй штабăн организаципе мобилизацин тĕп управленийĕн начальникĕн заместителĕ В.Цимлянский пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кĕркунне çар службине каякансен шучĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах пулĕ. Çавăн пекех Раççейре призывниксен служба срокĕ унчченхи пекех юлĕ — пĕр çулталăк.
Хăшĕсем шухăшланă тăрăх, срочниксене ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна яма пултараççĕ, анчах та ку тĕрĕс мар. «Призывниксене тата вĕсен ашшĕ-амăшне хумханмалла мар тесе каласшăн, çар службине чĕнтернĕ граждансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнмĕç. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă салтаксене те служба срокĕ пĕтсен киле ярĕç», — пĕлтернĕ В.Цимлянский.
Чăваш Республикин Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсенчи çар комиссариачĕн представителĕ В.Ахвандеров каланă тăрăх, Вăрмар районĕнче кĕрхи призыв штатлă режимпа пырать. «Планпа килĕшÿллĕн, кĕрхи призывпа пирĕн районтан 30-а яхăн çамрăк çар тивĕçне пурнăçлама каймалла. Халĕ призывниксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вĕсенчен ытларахăшĕ службăра тĕп çар округĕнче тăрĕç», — терĕ вăл.