Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе Вăрмар поселокĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Тĕп площадьре Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн, районти культура аталанăвĕн центрĕн тата ытти учрежденисемпе организацисен ĕçченĕсем, Вăрмар поселокĕнче, районти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, аслă ăру çыннисем те, ачасем те туслăн пуçтарăнчĕç.
Уяв районти культура ĕçченĕсен концерчĕпе пуçланчĕ. Унтан пухăннисене праçник ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов саламларĕ. «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — чăннипех те халăха пĕрлештерекен уяв. Вăл нумай нациллĕ Раççейшĕн, çав шутра Вăрмар районĕшĕн те курăмлă вырăнта. Пурне те ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, çемйĕрсенче килĕшÿ сунатăп, пуçăрсем çийĕн яланах мирлĕ тÿпе пултăр. Паян пирĕн пĕрлĕх унчченхинчен те çирĕп пулмалла, пурин те Тăван çĕршывăмăрăн çутă пуласлăхĕшĕн вăй хумалла», — терĕ вăл.
Саламлă сăмахпа Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров та тухса калаçрĕ. Раççей йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрсенче, вăрçăсем вăхăтĕнче çынсем яланах çума-çумăн пулнине, пĕрлĕх туйăмне çухатманнине, шăпах та çавăнпа çĕнтерме пултарнине палăртрĕ. Паянхи кун та пирĕн пурин те пĕрлĕхре пулмаллине каларĕ.
Пухăннисем вĕсен сăмахĕсене хыттăн алă çупса, хăпал туса йышăнчĕç. Унтан пурте пĕрле сцена çине хăпарса пысăк хавхаланупа, лайăххине кăна шанса, чунри туйăмсене палăртса Раççей гимнне юрларĕç.
{gallery}albums/2022/Den_narodnogo_edinstva{/gallery}