А.КРАСНОВ, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çĕршывăн ĕмĕрхи йăли-йĕркисене сума сунине, Раççей тăнăçлăхĕшĕн тĕрлĕ халăхсем пĕр чăмăра пухăннине палăртать. Халăхсен пĕрлĕхĕ, пĕршухăшлăхĕ вăйлă Раççей патшалăхне малалла аталанма май парать. Пирĕн пысăк та мăнаçлă çĕршывра, çав шутра Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакан çынсем хушшинчи туслăх çирĕпленсе, аталанса пырасса шанатăп».
Н.БОРИСОВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ паллă историллĕ пулăмсене аса илмелли сăлтав кăна мар, нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн гражданĕсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартакан уяв. Пĕр чăмăрта пулсан, пĕр тĕллевпе пурăнсан кăна мĕнпур чăрмавсене çĕнтерме пулать. Пĕрлĕх туйăмĕ района, республикăна, Раççее аталантаракан вăй пулнине манмалла мар».