Александр Юрьевич ПЕТРОВ, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленисене пурне те пĕр хут паракан тÿлевпе тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕ. Тÿлев виçи 50 пин тенкĕпе танлашĕ. Вăрмар районĕнчен мобилизациленнĕ граждансем те чылайăшĕ тăкакланнă, хăйсен укçи-тенкипе япала туяннă, çавăнпа та вĕсем расхутланнине саплаштармалла. Ку питĕ тĕрĕс. Çамрăксем хушшинче çемьеллисем те пур, хăйсен картти çине куçакан ну храта вĕсем çывăх çыннисене те куçарса пама, кирлĕ пек усă курма пултарĕç. Çак пулăшу курăмлă пулмалла тесе шутлатăп».