Э.Борисова, Пĕтĕм Раççейри сусăрсен обществин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мобилизациленĕ граждансене пĕр хутчен 50-шар пин тенкĕ укçа памалли пирки калакан Хушăва алă пуснă. Ку вăл пирĕн çĕршывра çар тивĕçне пурнăçлакансене, ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленисене пĕтĕм енчен кирлĕ пек пулăшу панине çирĕплетет.
Çак йышăнăва питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн салтаксен ретне тăнă ентешĕмĕрсене пулăшмалла. Вĕсен расхучĕсем те сахал мар пулчĕç халĕ, çемйисем пирки те пăшăрханаççĕ. Çак Хушăва алă пусса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çынсене тĕрев парасси регионта малти вырăнта пулнине тепĕр хутчен кăтартрĕ».