Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центртра мобилизациленĕ граждансен çемйисен членĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрессипе психологипе консультаци пункчĕ ĕçлет.
Социаллă учрежденин директорĕн заместителĕ Т.Григорьева пĕлтернĕ тăрăх, кунта ĕçлекен специалистсем мобилизациленĕ граждансен çемйисен паспорчĕсене йĕркелеççĕ. Çакăн пек çемьесемпе кулленех çыхăну тытаççĕ, килĕсене пырса çÿреççĕ.
Психологипе консультаци пунктне мобилизаци ыйтăвĕсемпе пыракан е шăнкăравлакан çынсемпе калаçусем ирттереççĕ, консультаци параççĕ, йывăрлăхсенчен тухма пулăшаççĕ, пулăшу мерисемпе паллаштаракан буклетсемпе методичкăсем параççĕ.
Çавăн пекех ĕçе вырнаçас ыйтупа те пулăшу кÿреççĕ. Енчен те мобилизациленĕ граждансен çемйисенче ватăсем пулсан, вĕсем патне киле пырса кирлĕ пек пулăшу параççĕ. Мобилизациленĕ граждансен çемйисенчи ачасем валли Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центртра кăнтăрлахи ушкăн ĕçлет.
Психологипе консультаци пунктĕнчи специалистсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлас тĕлĕшпе ятарласа вĕреннине палăртмалла, вĕсем яланах квалификациллĕ пулăшу пама пултараççĕ.
Психологипе консультаци пунктне ĕç кунĕсенче 8.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен 8-835-44-2-12-97 телефон номерĕпе шăнкăравласа пулăшу илме пулать.