«Паян ЧР Пуçлăхĕ мобилизациленĕ граждансене тата вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшу ыйтăвĕсемпе тÿрĕ эфира тухрĕ. Ятарлă çар операцине кайма хатĕрленекенсене тата вĕсен çывăх çыннисене патшалăх мĕнлерех пулăшнипе кăсăклансах тăратпăр. Мобилизациленисен 84 проценчĕ республика бюджетĕнчен пĕр хутчен паракан тÿлеве илнĕ, ыттисен счечĕ çине укçа çывăх кунсенчех çитĕ тесе пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Манăн ывăл та хальхи вăхăтра Чĕмпĕр облаçĕнче мобилизациленĕ граждансен йышĕнче. Эпир унпа пушă вăхăт пулсан телефон урлă çыхăну тытсах тăратпăр. Вăл мана 50 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлев счечĕ çине куçнине пĕлтерчĕ. Хама кăсăклантаракан ыйтупа тÿрĕ лини вăхăтĕнче колл-центр урлă ыйту патăм. Чи малтанах мобилизациленĕ граждансене шăл тухтăрĕсем пăхса сипленĕшĕн кăмăллă пулнине палăртса тав турăм. Çавăн пекех ытти енĕпе те медицина тĕрĕслевĕ тухма çук-ши тесе ыйтрăм. Хурав кĕтетĕп халĕ».