Афганистанри пулăм çулран-çул хыçа юлса пырать пулин те совет салтакĕсен паттăрлăхĕ хăйĕн хакне çухатмасть. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ентешĕмĕрсене яланах асра тымалла, хисеплемелле.
Пăвакасси ялĕнче пурăнакан Валерий Анатольевич Авакумов та Афганистанра службăра пулнă. Хăйĕн çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Валерий Анатольевича Хăюлăхшăн паракан орденпа /Орден Мужества\ тата ытти наградăсемпе чысланă.
Хăюлăхшăн паракан ордена çынсене вилĕмрен хăтарса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă граждансем тивĕçеççĕ. Çавăн пекех çак наградăна çар тивĕçне, гражданла е служба тивĕçне хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хăюллăн пурнăçлакансене параççĕ.