Учи.ру платформăра ноябрĕн 1-мĕшĕнче «Хăрушлăхсăр çулсем» Пĕтĕм Раççейри олимпиада старт илнĕ. Вăл ноябрĕн 27-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Олимпиада интерактивлă майпа вĕрентекен заданисенчен тата тестсенчен тăрать. Унта хутшăнас тесен https://dorogi.uchi.ru/ сайта кĕрсе регистрациленмелле.
Олимпиадăна хутшăнакансен анимациллĕ сăнарсемпе пĕрле компьютер вăййинчи заданисене пурнăçламалла. Заданисене 1 сехет хушшинче тумалла. Балсен шучĕ олимпиадăна вĕçлесенех палăрать.
Сăмаха май, заданисене тума пуçличчен мĕн пĕлнине тĕрĕслеме май пур. Унсăр пуçне заданисене килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурнăçлама пулать.
«Çул çинчи хăрушсăрлăх пирĕнтен кашнинченех килет. Малти вырăнта — ачасен хăрушсăрлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен, обществăлла организацисен представителĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен айккинче юлмалла мар. Хăйсен тĕслĕхĕпе ачасене хулари çулсем çинче хăйсене мĕнле тытмаллине кăтартмалла. Палăртас килет, паянхи кун олимпиадăна 13 пине яхăн шкул ачи хутшăннă. Лидерсем хушшинче — Шупашкар /5727 çын/, Çĕнĕ Шупашкар /1665 çын/, Çĕрпÿ районĕ /938 çын/. Пурне те олимпиадăна хутшăнма йыхравлатпăр», — тет ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Д.Захаров.
Вăрмар районĕнче пурăнакансем те «Хăрушлăхсăр çулсем» олимпиадăна активлă хутшăнаççĕ. Çак кунсем тĕлне пирĕн районти 544 çын хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.