Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене патшалăх енчен курăмлă пулăшу пани пирки телевиденипе радиоран та, хаçат-журналсенчен те /çав шутра «Хĕрлĕ ялавран» та\ аван пĕлетпĕр.
Апла пулин те, çак ĕçрен организацисемпе учрежденисем те, усламçă-предпринимательсем те, уйрăм çынсем те айккинче юлмаççĕ. Вăрмар тăрăхне илес пулсассăн, вĕсем те кунта йышлă. Вĕсене чăмăртаса тытса тăракансем пĕртăван Анатолийпе Владимир Хованскисем тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Иртнĕ уйăхра Анатолий Юрьевич хăйĕн тусĕсемпе Мăнçырмари Сергейпе Юрий Илларионовсемпе тата Елчĕк ачипе – Вăрнарти «СОМ» генеральнăй директорĕпе Ф.Волковпа Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти водительпе А.Петровпа пĕрле Луганск тата Донецк халăх республикисен чиккинче пулса кунта хĕсметре тăракан Раççей Çар çыннисемпе, хăйсен ирĕкĕпе хĕç-пăшал тытнă çынсемпе тĕл пулчĕç. Паллах, вĕсем унта пушă алăпа кайман. Ф.Волков тата Илларионовсем хăйсем туса кăларакан апат-çимĕç продукцийĕпе тивĕçтернĕ. «Хованский А.Ю.» уйрăм предприятин ГАЗелĕпе тĕрлĕ кучченеçсем илсе кайнă. Кĕрхи-хĕллехи вăхăтра чи кирлĕ япаласем – çутăпа тивĕçтерекен генераторсем, ăшă тупписем /тепловые пушки\, çывăрмалли михĕсем, тĕрлĕ апат-çимĕç, канфет-печени, пĕремĕк тата ытти те пулнă гуманитари пулăшăвĕ шутĕнче. Çак япаласен пысăк пайне пуçтарма, хатĕрлеме «Светлана» тулли мар яваплă общество /пуçлăхĕ С.Белоусова\, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи, Вăрмарти аптека пункчĕ тытакан М.Петрова уйрăм çын предприниматель тата унпа пĕрле ĕçлекенсем 25 курупка эмел парса янă. Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн настоятелĕ протоиерей Леонид, районти тĕп больницăн стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ А.Семенова, В.Яковлев уйрăм çын /Кивĕ Вĕренер\, С.Кандаков /Тикаш\, Вăрмар поселокĕнче пурăннă, халĕ Шупашкарта пурăнакан С.Григорьев, Мăнçырмари Т.Данилова предпринимательсем тата ыттисем те пысăк пулăшу кÿнĕ. Кÿршĕри Тутарстанра пурăнакансем те айккинче юлман, хăйсен наци апат-çимĕçĕсемпе тивĕçтернĕ. С.Белоусовăн «Светлана» предприятие илес пулсассăн, вĕсем хальччен те Донбаса хăйсен гуманитари продукцийĕпе тивĕçтернĕ. Халĕ те, Анатолий Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çывăрмалли тепĕр 50 михĕ çĕлесе хатĕрленĕ. Тепринче ăна та илсе каясшăн ентешсем. Паллах, çак ĕçре районти ытти çынсен пулăшăвĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Акă, сăмахран Чупайĕнче пурăнакансем Слава Даниловпа Володя Александров бензопăчкăпа болгарка та парса янă. Ку çеç те мар-ха, пĕртăван Хованскисем, Илларионовсем тата Ф.Волков хăйсен укçипе Курскри автосалонран УАЗ «Хантер» автомашина туянса Донбасри çар чаçне парнеленĕ. Унăн пĕр алăкĕ çине ятарласа «21» регион тесе пысăк цифрăсемпе çырса хунă, унсăр пуçне: «Турăçăм, пулăш та упра Раççей салтакĕсене!» /«Господи, спаси и сохрани воинов Российских!»\, - тесе çырни те пур.
– Ентешсене те куртăмăр, - каласа парать Анатолий, - Вăрмар çыннисем çар тивĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Тăван енрен илсе килнĕ салам вĕсемшĕн чи ăшши пулчĕ пулĕ. Кĕркунне аякри Донбасра та кĕркунне ĕнтĕ - çутă генераторĕсем, ăшă тупписем, çывăрмалли михĕсем питех те вырăнлă пулĕç çак вăхăтра. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем чăннипех те савăнчĕç хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, Вăрмар район çыннисене питĕ пысăк тав сăмахĕ каласа ячĕç.
Иксĕмĕр калаçса ларнă вăхăтра предприятин кантурне пĕр Вăрмар çамрăкĕ С.Козлов кĕрсе тăчĕ. Хăй ĕçĕпе мар иккен, калаçу ятарлă çар операцийĕ тавра пулчĕ. Унта валли япаласем пуçтараççĕ ентешсем, мĕн-мĕн хатĕрлемелли пирки калаçу пычĕ, уйрăммăн илсен, тепĕр хутĕнче пĕчĕк тимĕр кăмакасем илсе каясси пирки асăнчĕç. Çапла, çывăх вăхăтра вăрмарсем каллех инçе çула тухасшăн. Мĕн калăн кун пек чухне - çул яланах такăр пултăр. Ырă туни çĕре ÿкмест.
В.ТОЛМАТОВ.