Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш Енри туризм» пĕрремĕш форум уçăлĕ. Вăл декабрĕн 2-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Тăхăр сеcси ирттерме палăртнă. Унта «Чăваш Ен — реабилитаци центрĕ», «Нумай сăнлă Чăваш Ен», «Промышленноç туризмĕ», «Чăваш Республики — ачасен куçĕпе», «Туризма аталантаракан кадрсем», «Аслă Атăл», «Туристсене илĕртекен хуласем», «Агротуризм», «Ял хуçалăх туризмĕ», «Турист картти» ыйтусемпе тухса калаçĕç.
Ку ĕçе РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Салаева, Раççей туриндустри союзĕн вице-президенчĕ О.Санаева, Мускаври туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен проект офисĕн гендиректорĕн çумĕ М.Киселева тата ыттисем хутшăнĕç. Çавăн пекех Чăваш, Мордва, Удмурт, Мари, Пушкăрт республикисенчи, Ульяновск, Чулхула, Киров облаçĕсенчи туроператорсем сăмах илĕç.
Вăрмар районĕнче пурăнакансем асăннă мероприятин пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклаççĕ. «Çакăн евĕр форумсем пирĕн республикăра ку таранччен пулман та темелле. Чăваш Ен туристсене илĕртекен регион, кунта вĕсене валли кăсăклă пулма пултаракан объектсем темĕн чухлех. Республикăри туризма малаллах аталантарни питĕ лайăх пулăм, хăнасен пирĕн тăрăха килсе курас килтĕр, мĕншĕн тесен туризм аталаннă май республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн çул-йĕрĕ те çирĕп пуласси куçкĕрет», — тет райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ С.Павлова.