Хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăмăр çăмăл мар тапхăр витĕр тухать. Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕ Раççейре пурăнакансене пĕр чăмăра пухăнса тăшмана хирĕç кар тăма, çĕршыв тăнăçлăхне упрас тĕллевпе алла хĕç-пăшал тытма хистерĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хушшинче пирĕн ентешĕмĕрсем те — Вăрмар район çыннисем — чылайăн. Паллах, патшалăх вĕсене пĕтĕм енчен пулăшу кÿме тăрăшать, çав вăхăтрах ахаль çынсем те, уйрăм çын предпринимательсем те май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи вĕрентÿ центрне мобилизациленĕ граждансем патне пĕрре кăна мар автомашинăсемпе апат-çимĕç продукцийĕ, тумтир, эмел, кирлĕ пулма пултаракан ытти япаласем ăсатнине пурте пĕлетпĕр. Ку çеç те мар, иртнĕ кунсенче вăрмарсем Луганск тата Донецк Халăх Республикисен чиккинче пулса кунта салтак-ентешсемпе тĕл пулнă, вĕсене гуманитари продукцийĕпе, УАЗ «Хантер» автомашинăпа тивĕçтернĕ.
Ырă ĕçе районти «Светлана» тулли мар яваплă общество та хутшăннă. Çĕвĕ производстви енĕпе ĕçлекен предприяти ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене çывăрмалли ăшă михĕсем çĕлесе парса янă.
«Донбаса хăйĕн ирĕкĕпе кайнă юлташăмăр вĕсене çывăрмалли михĕсем кирлĕ пулнине пĕлтерчĕ, вара эпир васкасах ĕçе тытăнтăмăр, кĕске вăхăтрах çывăрмалли 10 михĕ çĕлесе ăсатрăмăр. Унсăр пуçне апат-çимĕç продукцийĕ те хатĕрлесе парса ятăмăр. Çакăнпа лăпланса лармарăмăр: тепĕр кайнă чух парса яма çывăрмалли тата 51 михĕ çĕлесе хатĕрлесе хутăмăр.
Эпир михĕсем çĕленине пĕлсе ку ĕçе ытти çынсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Н.Илларионов, И.Афиногенов, С.Голосов, В.Игнатьев, С.Гурьев, Т.Данилова предпринимательсем тата ыттисем те укçан та, материалпа та пулăшрĕç, пурĕ 14 çын», — пĕлтерчĕç предприяти руководителĕ Светлана Николаевна Белоусова тата унăн мăшăрĕ Вениамин Леонидович.
Çĕлессе михĕсене «Светланăн» Чупайĕнчи çĕвĕ цехĕнче вăй хуракансем /ÿкерчĕк çинче\ çĕленĕ. Вĕсем ку ĕçе хăйсен ирĕкĕпе канмалли кунсенче тухса пурнăçланă. «Хамăр ентешсене май килнĕ таран пулăшас тесе тăрăшатпăр, Турă хÿтĕлетĕр вĕсене, киле тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр», — çапла пулчĕ çĕвĕçĕсен сăмахĕ.
Çывăрмалли михĕсем мĕнле пулмаллине Светлана Николаевна хăй шутласа хатĕрленĕ. Вĕсем ăшă, çăмăл. Тул енчен плащевкăпа çĕленĕ, шал енче — флис, хушшинче — синтепон. Кашни миххине чехола чикнĕ.
«Украинăри лару-тăру пирĕнтен кашнинех тÿрремĕн пырса тивет, çавăнпа пирĕн пурин те çак йывăр вăхăтра пĕр тĕллевлĕ пулмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Çитес кунсенче вăрмарсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне тепĕр хутчен çула тухасшăн. Ырă ĕçе пирĕнтен кашниех хутшăнса салтаксене пулăшу кÿме пултарать», — теççĕ Светлана Николаевнăпа Вениамин Леонидович Белоусовсем.
И.ДАНИЛОВА.