museyХалăх пултарулăхĕн тĕнчи чăннипех те тĕлĕнтерет! Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех халăхăн ырăпа тулнă ăсталăхĕн çăлкуçĕсем аталанаççĕ, çав шутра Чăваш Енре те.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕнче Вăрмар поселокĕнчи 2 номерлĕ «Колосок» ача садĕнчи «Солнышко» вăтам ушкăнри ачасемпе вĕсен руководителĕ Венера Михайловна Иванова пулса курчĕç.

Ачасемпе «Асанне арчи» музей урокĕ ирттертĕмĕр. Вĕсем пирĕн чăваш тăрăхĕ ылтăн алăллă ăста хĕрарăмсемпе тата чăваш тĕррипе чапа тухнине пĕлчĕç. Хĕрарăмсен хăйсен çемйи валли çăм арламалла, пир тĕртмелле тата ытти ал ĕçне пурнăçламалла пулнă. Вĕсем тумтир çĕлесе ăна тĕрĕпе илемлетнĕ. Хăйсен опытне ăруран ăрăва куçарса пынă.

Наци тумĕ хăйне евĕрлĕ, пĕртен-пĕрре. Акă, музейсенче упранакан чăваш тумĕсем хушшинче пĕр пеккисем пачах та çук: е составĕ тĕрлĕрен, е пусми, е тĕрри. Вĕсене çĕлесе тĕр­ленĕ хĕрарăмсем пи­рĕн хушăмăрта тахçанах çук ĕнтĕ, анчах вĕсен ĕçчен аллисем ăсталанă япаласем Вăрмарти музейре çак таранчченех упранаççĕ. Ку вăл авалхи алшăллисем, хĕрарăм тата арçын тумĕсем, саппунсем, пуçа тăхăнмаллисем, пилĕке çыхмаллисем, сурпансем. Паллах, вĕсене пурне те авалхи чăваш тĕррипе капăрлатнă. Вĕсем пурте арчасенче типтерлĕн упраннă.

Халăх тумĕ çинчи çиппе ÿкернĕ кашни йĕр мĕне те пулин пĕл­терет. Чăваш орнаменчĕн символики çыннăн статусĕ пирки, вăл хăш йăхран пулнине чылай каласа пама пултарнă. Тĕрĕри кашни чикĕмĕн, кашни паллăн хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн пĕлтерĕшĕ пулнă. Ачасем «Чăваш тĕррин асамлăхĕ» кураври экспонатсемпе паллашрĕç, пирĕн чă­ваш тĕрĕçисен ăсталăхĕнчен тĕлĕнчĕç. Хăйсем музейре пулса курнишĕн чунтанах хĕпĕртерĕç.

Г.КОРЫТНИКОВА, экскурсовод.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика